Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗнче вӗренекенсем кашни çул вăрман хуçалăхне пулăшаççӗ – шăнкăрч йăвисем туса параççӗ
Каникула каяс умӗн ачасем хатӗр йăвасенчен темиçӗшне шкул территорийӗнче ӳсекен йывăçсем çине те çакнă. Йăвасен çӗнӗ хуçисем нумай кӗттермен – шăнкăрчсем вӗçсе килсе йышăннă та вӗсене. Ачасем те кăмăллă, вӗçен кайăксем те.
Çуркунне ир килчӗ кăçал. Март уйăхӗ вӗçленсе кăна пырать-ха, нумай çӗрте вара юр кайса пӗтнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Çырмасенче те пăр кайнă. Çуркунне ир килнине кура кăнтăртан вӗçен кайăксем те ытти çулхинчен маларах таврăнчӗç ав. Паллах ӗнтӗ вӗсем, тăван ене вӗçсе килнӗскерсем, йăва çавăрасшăн.
Аксу районӗнчи Емелькино шкулӗнче вӗренекенсем кашни çулах вӗçен кайăксем таврăнасса чăтăмсăррăн кӗтеççӗ. Ахаль кăна мар, тӗплӗн хатӗрленсе.
– Технологи урокӗсенче хӗл вӗçленес умӗн шăнкăрч йăвисем ăсталасси тахçанах йăлана кӗнӗ пирӗн, – каласа парать Емелькинăри вăтам шкулта технологи вӗрентекен Александр Владимирович Никитин. – 5-6 урокра икшер йăва хатӗрлесе çитереççӗ ачасем. Пӗрне хăйсене килне парса яратпăр, теприне вара вăрман хуçалăхӗн ӗçченӗсене паратпăр – ачасем ăсталанăскерсене вӗсем вăрмансенче çакаççӗ.
Кăçал та вăрманçăсем – Пӳлер лесничествин участковăй лесничийӗпе Исаак Васильевич Овчинниковпа участок мастерӗ Александр Николаевич Гаврилов – шкултан пулăшу ыйтнă вӗçен кайăксем валли йăвасем туса пама. Кирлӗ материалне хăйсемех кӳрсе панă. 5-мӗшпе 7-мӗш классенче вӗренекенсем вара хаваспах ӗçе пуçăннă. Урокран урока тăрăшса ӗçленӗ. Иртнӗ эрнере, çурхи каникула каяс умӗн, хатӗр йăвасене вăрманçăсене панă.
Технологи учителӗ Александр Владимирович кашни ачана мухтать, пурте пысăк интереспа ӗçленине палăртать. 5-мӗш класра вӗренекен Андрей Марков, Дария Коннова тата Ангелина Петрова, 7-мӗш класра пӗлӳ илекен Вадим Антонов, Ангелина Кондратьева, Никита Кононов, Станислав Марков, София Михайлова тата Оксана Шурыгина чăн та тăрăшуллă ачасем.
Асăрхарăр пулӗ, шăнкăрч йăви тăвакан вӗренекенсен хушшинче хӗрачасем те пур. Вӗсем те маххă памаççӗ, пӗтӗм ӗçе арçын ачасемпе тан пурнăçлаççӗ. Паллах хӗрсене вӗрентекен хăй те, арçын ачасем те пулăшаççӗ.
Хамăр алăпа тунă хуть мӗнле япала та пысăк савăнăç кӳрет, çавăнпа та ачасем шăнкăрч йăвисемшӗн мӗнле хӗпӗртени пирки калама кирлех те мар пуль. Каникула каяс умӗн хатӗр йăвасенчен темиçӗшне шкул территорийӗнче ӳсекен йывăçсем çине те çакнă. Çак ӗçе тума вара 10-мӗш класра вӗренекен Евгений Ивановпа Эдуард Степанов пулăшнă. Йăвасен çӗнӗ хуçисем нумай кӗттермен – шăнкăрчсем вӗçсе килсе йышăннă та вӗсене. Ачасем те кăмăллă, вӗçен кайăксем те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев