Актанышра харăсах 16 ача больницăна лекнӗ
Актанышра харăсах 20 шкул ачи чирленӗ.
Актанышра 1– 6 классенче вӗренекен 16 ачана районти тӗп больницăна ăсатнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. Шел те, паян кăнтăрла иртнӗ хыççăн тепӗр 4 ачана та медицина пулăшăвӗ кирлӗ пулнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, сăлтавӗ – нăркăмăшланни е вар-хырăм грипӗ. Ачасем харăсах больницăна лекнин сăлтавне пӗлес шутпа анализ илсе лабораторие ăсатнă. Ачасем аптăранин чăн сăлтавӗ çитес вăхăтра паллă пулать. Районти ача-пăча тухтăрӗсем паян иртенпех шкулти ытти ачасен сывлăхне тӗрӗслеççӗ. (С. Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев