Амӑшӗн пуянлӑхӗ 2020 ҫулта ӳсет
Тутарстансем укçана ытларах пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă кураççӗ
амăш капиталӗ
2020 ÇУЛТА ӲСЕТ
Сăмах та çук, иккӗмӗш ачашăн парăнакан амăш капиталӗ çемьене пысăк пулăшу. Патшалăх программине пула çӗршывра, çав шутра республикăра та, ача çураласлăх ӳсрӗ. Аса илтеретпӗр, амăш (çемье) капиталне 2007 çул хыççăн çуратнă е усрава илнӗ иккӗмӗш (е ытларах) ачашăн пӗр хутчен параççӗ. Унпа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма, амăшӗн пенсийӗн пухăнакан пайне йӗркелеме, ача-пăча вӗренӗвӗшӗн тӳлеме юрать. Усси пуррине кура патшалăх социаллă программăна 2021 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тăснă. Чăн та, 2015 çултанпа индексацилемен. Амăш капиталӗн сумми паянхи кун 453 пин тенкӗпе танлашать.
2019 çул пуçланнăранпа республикăра пурӗ 10 пине яхăн çын (2007 çултанпа 280 пин) амăш капиталӗн сертификатне илнӗ. Тутарстансем укçана ытларах (90 процент) пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатма усă кураççӗ. Çапла программа пуçланнăранпа республикăри 220 пин çемье çурт-йӗрлӗ пулнă. Вӗсенчен 190 пинӗ ипотека кивçенӗн пӗр пайне е вуçех татнă. 30 пин ытларахăшӗ вара хăйсен пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене кредит илмесӗрех, амăш капиталӗпе лайăхлатма пултарнă.
Кунсăр пуçне амăш капиталне ачасене вӗрентме усă куракансем те сахал мар. Пенси фончӗн уйрăмӗ 18 пин заявка йышăннă. Ку енӗпе 2018 çулта программăна кӗртнӗ улшăнусем самай пулăшнă иккен. Калăпăр, укçана халӗ шкул çулне çитменнисен вӗренӗвӗ çине ямашкăн ача виççӗ тултарасса кӗтмелле мар, сертификата илсенех усă курма юрать. Çапла вара республикăри 6 пин çемье амăш капиталне ача сачӗпе яслийӗшӗн тата ача пăхнăшăн тӳлеме усă курнă. Чăн та, кунта тӗп услови – çак услугăпа тивӗçтерекен организацин лицензи пулмалла.
Çаплах 2018 çултан амăш капиталне тупăшӗ пурăнмалли 1,5 минимума çитеймен сахал тупăшлă çемьесен пособи пек уйăхсерен илме те юрать. Кун валли çемьен юлашки 12 уйăхри тупăшне хушмалла та 12 çине пайламалла, пулнă суммăна çемьери миçе çын пулнине кура тата çавăн чухле пайламалла. Енчен те пулнă сумма ӗçлекен çын пуçне пурăнмалли 1,5 минимумран (2019 çултанпа вăл 14034 тенкӗ) сахал-тăк, ку çемье Пенси фондне кайса амăш капиталне уйăхсерен пособи пек пайăн-пайăн илме ыйтса заявлени çырма пултарать. Сăмах май, тӳлеве ача 1,5 çулталăка çитиччен параççӗ. Заявление ача ултă уйăх тултариччен çырма ӗлкӗрмелле, ун чух пособие ача çуралнă уйăхранах тӳлеççӗ, енчен те 6 уйăх тултарнă хыççăн çырсан, заявлени панă кунран кăна. Сăмах май, амăш капиталӗнчен парăнакан тӳлевӗн сумми Раççейре пур çӗрте те пӗр пек мар, вăл çемье хăш регионта пурăннинчен килет. Тутарстанра – 8896 тенкӗ.
Амăш капиталӗн сертификатне илмешкӗн Раççей Пенси фончӗн вырăнти уйрăмне каймалла. Заявление ача çуралсанах (е усрава илсенех) та, кăшт каярах та çырсан юрать. 2018 çултанпа заявление патшалăх услугисен сайтӗнче личный кабинет урлă пама та пулать. Чăн та, кун пек чух та заявлени çыракан аннен Пенси фондне пӗр хутчен – ачан çуралнă хучӗ пуррине ӗнентерме – килмеллех пулать.
Амăш капиталне 2007 çултах панăран унпа мӗнле усă курасси çинчен нимӗнле ыйту та пулмалла мар пек ӗнтӗ, анчах уçăмлатмалли пур-ха.
Калăпăр, ача вилсен амăшӗ çак пулăшăва илеет-и? Гульсина Сабирова каланă тăрăх, кун пек чух ачан çуралнă хучӗ пуррипе çуккине пăхаççӗ. Пур-тăк – парăнать, ача çав вăхăтра сывă мар пулсан та. Амăш капиталне çурт тума, юсама усă курма юрать-ши? Сăмах май, авариллӗ çурт-йӗр туянасси пирки сăмах та çук. Законпа килӗшӳллӗн, çурт пурăнма юрăхли кăна пулмалла. Çапла майпа закон ачана хӳтӗлет, унăн пурăнма вырăн пулмалла. Пенси фончӗн специалисчӗсем каланă тăрăх, амăш капиталӗн укçипе çурт лартма та юрать. Хăйсен вăйӗпе лартакансене суммăна йăлтах алла памаççӗ. Заявлени çырнă хыççăн амăшӗн шучӗ çине çурри куçать. Тепӗр пайне, строительство пынине е тӗпрен юсавра çурта чăнах та пысăклатнине документсемпе çирӗплетсен, тепӗр çур çултан куçараççӗ. Енчен те строительство подрядчикӗ лартать-тӗк, ун чух документсене (çав шутра алă пусса çирӗплетнӗ килӗшӗве те) пуçтарса пенси фондне тăратсан, суммăна пӗтӗмпех çак подрядчикăн шучӗ çине куçараççӗ. Анчах асăрхăр, кунта сăмах строительствăпа тӗпрен юсав пирки кăна пырать, косметика юсавӗ çинчен мар.
Акă ӗнтӗ, темиçе çул депутатсем амăш капиталне автомобиль туянма усă курасси çинчен закон проектне сӳтсе яваççӗ, кăçал та çаплах пулӗ. Чăн та, телее темелле-ши, хальлӗхе ку закон проектне йышăнман-ха. Ман шутпа, йышăнмалла та мар, тӗрлӗ атте-анне пур вӗт.
Ирина НИКОЛАЕВА.
И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев