Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Анат Кама шкулӗсенче çӗнӗ профильлӗ классем уçаççӗ

Пуçарăвăн тӗллевӗ — ачасене мӗн пӗчӗкрен промышленность предприятийӗсенче ăнăçлă карьера тума хатӗрлесси.

Çак кунсенче кунти шкулсем çӗнӗ профильлӗ классем уçассипе хулари малта пыракан «Промхимтех» инженери шкулӗпе тата Анат Камăри химипе технологи институчӗпе виçӗ енлӗ килӗшӳ тунине пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби Анат Кама хула мэрийӗн хыпарӗ çине таянса.

 Программăпа килӗшӳллӗн, ачасене «Промхимтех» лаборатори никӗсӗнче профессионалсем вӗрентеççӗ. Ачасене конкурссемпе олимпиадăсене, профильлӗ сменăсене хутшăнма, чи пӗлтерӗшли — профессионалсемпе практика иртме майсем туса парать ку. 

Муниципаллă районăн Вӗрентӳ управленийӗн ертӳçи Айдар Гарифуллин проект хулан вӗрентӳ потенциалне аталантарма пулăшасса иккӗленмест. «Пирӗн ачасем валли чи лайăх условисем пулччăр. Кунсăр пуçне учительсене ăсталăха ӳстермелли курссем, стажировкăсем иртме хушма пулăшу та вăл. Педагогсем аталанса ачасене тата лайăхрах пӗлӳ парӗç капла», — тенӗ вăл кун пирки.

Классене йӗркелесе çитсенех вӗрентӗве факультатив майлă пуçлама палăратаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование