Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 12-мӗш хут иртрӗ

Аксу, Нурлат, Чистай, Анат Кама, Заинск районӗсенчен, Самара облаçӗнчен килнӗ 70 ытла спортсмен хутшăнчӗ унта

Аксу районӗнче çуллен иртекен йăлана кӗнӗ йӗлтӗрçӗсен «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăвӗ кăçал мартăн 9-мӗшӗнче иртрӗ. Беловкăсем ăна  12-мӗш хут ирттерчӗç. Шартлама сивве пăхмасăр Аксу, Нурлат, Чистай, Анат Кама, Заинск районӗсенчен тата Самара облаçӗнчен килнӗ тӗрлӗ çулти 70 ытла спортсмен старта тухрӗ.

Мероприятие Беловкăри хастарсем – Владимир Кожеманов, Татьянăпа Анатолий Бульбовсем Аксу район администрацийӗн çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗ тӗрев панипе яланхи пекех çӳллӗ шайра йӗркеленӗ.

Ку ăмăртăва хутшăнакан кашни çын çак мероприятие ăшшăн аса илет, кăçал та çаплах пулчӗ – çанталăк сивӗ пулнине пăхмасăр пурте савăнăçлăччӗ. Йӗркелӳçӗсем трасса патне пыракан çула лайăх тасатса хунă, парковка валли те вырăн хатӗрленӗ. Ăмăрту иртекен территорире мӗн кирли йăлт пур: ятарлă паллăсем, ялавсем, указательсем... Йӗркелӳ комитечӗ паянхи кун кашни çынна хумхантаракан ятарлă çар операцийӗн темине те айккине хăварман – СВОна хутшăнакансене халалласа курав йӗркеленӗ.

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва хальхинче Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн, Тутарстанри Çар тата ӗç паттăрлăхӗн, Аксу районӗнчи Çамрăксен, пӗрлӗх тата ырă ирӗклӗх çулталăкӗсене халалланă. Ăмăртăва уçнă чух ятарлă çар операцине хутшăнса паттăррăн пуç хунă çак ялта çуралса ӳснӗ Владислав Кожеманова, Алексей Борзова тата Валерий Трофимова пурте пӗр минут шăп тăрса асăнчӗç. Йӗркелӳçӗсем паттăрсен тăванӗсене асăнмалăх парнесем пачӗç. 

Йӗлтӗрçӗсемпе курма килнисене Аксу район Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Алексей Тимирясов саламларӗ. «Пирӗн районта «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» 12-мӗш хут иртет. Ку ăмăртăва йӗркелекенсем – чăн-чăн энтузиастсем. Эсир районти спорт юхăмне аталантарас ӗçе пысăк тӳпе хыватăр. Спортсменсене ăнăçу сунатăп!» – терӗ Алексей Сергеевич.

Çавăн пекех ăмăртăва хутшăнакансене районти спорт шкулӗн директорӗ Радик Канафин тата Беловка ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Ильсур Махмутов та саламласа ăнăçу сунчӗç.

73 йӗлтӗрçӗрен кашниех ăмăртăва çӗнтерес кăмăлпа килнӗ. Çакă вӗсем финиша пӗтӗм вăйран васканинчен те курăнчӗ. Анчах та спортра, паллах, чи вăйлисем çӗнтереççӗ. Чупса килнӗ кашни спортсмена хуратул пăттипе тата пылак чейпе хăналарӗç.

Çӗнтерӳçӗсене наградăлас церемони питӗ хаваслă иртрӗ. Йӗркелӳçӗсем ăмăртăва ирттерме пулăшнă спонсорсене – Сергей Якимова (Анат Кама), спорт мастерне, бокс енӗпе тренера Владимир Терентьева (Çырчалли), пӗртăван Алексейпе Игорь Улановсене (Çырчалли), Беловкăра пурăнакан Елена Евлампьевăна – чӗререн тав турӗç, кашнинех Аксу район пуçлăхӗпе Ӗçтăвком ертӳçин Тав хучӗсене парса чысларӗç.

Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене Аксу район администрацийӗн çамрăксен ӗçӗсен тата спорт уйрăмӗн медалӗсемпе, спонсорсенчен Мухтав хучӗпе тата укçапа наградăланă чух вара курма килнисем кашнинех алă çупса хавхалантарчӗç.

Кун пек ăмăрту йӗркелесе ирттересси çиелтен пăхма кăна çăмăл пек туйăнать. Татса памалли ыйтусем питӗ нумай. Анчах та Беловкăра акă ӗнтӗ 12 çул йӗлтӗрçӗсене пухса чаплă ăмăрту ирттерме пултарнă Владимир Кожеманов тата Татьянăпа Анатолий Бульбовсем кашни вак-тӗвеке шута илме хăнăхнă, вӗсем ял-йыш, ку ялта çуралса ӳссе халь тӗрлӗ çӗрте пурăнакансем пулăшнипе, тӗрев панипе пуçланă ӗçе тӗплӗ тăваççӗ. Йӗркелӳçӗсем трассăна хатӗрлесе çитерме пулăшнă Борис Мишина, Петр Ефимова, Алексей Евлампьева, Виталипе Андрей Дмитриевсене; тутлă вӗри апатпа сăйланă Галинăпа Александр Константиновсене, Елена Полорусовăна, Светăпа Люба Ефимовăсене, Елена Давыдовăна; номерсене валеçсе пуçтарнă тата йӗлтӗрçӗсене финишра шоколадпа хăналанă Евгенияпа Глеб Кожемановсене, Елена Евлампьевăна, Василиса Константиновăна; йӗлтӗрçӗсене финишра кӗтсе илсе вырăнӗсене палăртма пулăшнă Кивӗ Тимушкел шкулӗн физкультура вӗрентекенне Василий Чугуновпа Аксу поселокӗнчи ача-пăча спорт шкулӗн директорне Радик Канафина; мероприятие юрă-кӗвӗпе илем кӳнӗ  Аксури «Нежность» Социаллă тивӗçтерӗвӗн комплекслă центрӗн ӗçченне Лилия Лукинана; грамотăсене вăхăтлă çырса ӗлкӗртнӗ Елена Кожемановăна пӗтӗм чӗререн тав тăваççӗ. Уйрăм пысăк тав Алексеевка поселокӗнче пурăнакан Николай Макаркина – унăн ăшă «УАЗ» (буханка) машини ăшӗнче Мухтав хучӗсене çырса ларма та, шăннă йӗлтӗрçӗсене кӗрсе ăшăнса тухма та пит кăмăллă пулчӗ.

Пулăшакан пулмасан, чăн та, кун пек анлă мероприяти йӗркелесе  ирттерме май çук. Беловкăсем  ку тӗлӗшпе акă ӗнтӗ миçемӗш çул районта кăна мар, республикăра пуриншӗн те тӗслӗх. Маттурсем!

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

А.Ваструкова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт