Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Блиц-интервью: Геронтий Никифоров

«Эпӗ Çӗрпӳ районӗнчи Хурамал Туçа ялӗнче çуралнă. Ачалăх тăван ял сăпкинче иртнӗ. Хурамал тавралăхӗн илемӗ манăн пултарулăха вăй илме хăват панă. Вун виççӗре «Пионер сасси» (халӗ «Тантăш») хаçатпа çыхăну тытма пуçланă. Хаçата шкул пурнăçӗпе çыхăннă хыпарсем, хушăран кулăш е сăвă çырса яркалаттăмччӗ. Редакцирен темиçе çыру та килнӗччӗ. Вӗсенчен пӗрне асăнмалăх конверчӗ-мӗнӗпех паянхи кунчченех упратăп», – аса илет Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ, Чăваш наци конгресӗн Вӗрентӳ комитечӗн ертӳçи Геронтий Никифоров.

2006 çулта Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чăваш наци лицейӗнче Ольга Васильеван «Шурă туй кӗпи» повеçӗ тăрăх инсценировка лартни ăна Раççей Федерацийӗнчи чи лайăх учительсен конкурсӗнче çӗнтерсе РФ Президенчӗн Грантне илме пулăшнă.
Н.Петровскаян «Шурă лили», Ю.Скворцовăн «Хӗрлӗ мăкăнь», Б.Чиндыковăн «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», А.Хмытăн «Тӗлленмен тӗлӗк», А.Артемьевăн «Салампи», «Пӗрле тӳснӗ тантăшсем» кӗнекисене, «Пирӗшти патне янă çыру», «Инкеклӗ телей» коллективлă сборниксене тишкернӗ вăл. Унсăр пуçне нумай пулмасть кун çути курнă «Тăван литература» вӗренӳпе вулав кӗнекине (9-мӗш класс валли) хатӗрлекенӗсенчен пӗри шăпах – Г.Л.Никифоров.

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература?
– Литература вăл – ӳнерӗн пӗр тӗсӗ. Вăл халăхăн пурнăçне, кун-çулне, шухăш-кăмăлне туллин сăнарлать.
– Мӗн хавхалантарать сире çырма?
– Мана çутçанталăк илемӗ, пурнăçра ялан çӗннине шырани, юлташсен туслăхӗпе юратăвӗ, тăван чӗлхе хавхалантараççӗ.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Поэтсем – Петӗр Хусанкай, Митта Ваçлейӗ. Прозаиксем – Александр Артемьев, Юрий Скворцов.
– Юратнă кӗнеке.
– «Салампи», «Алтăр çăлтăр» (Александр Артемьев), «Уках хурăнӗ» (Юрий Скворцов), «Шурă лили» (Нелли Петровская).
– Май пулнă-тăк, мӗнле çыравçăпа тӗл пулса калаçнă пулăттăр тата мӗншӗн шăпах унпа?
– Александр Артемьевпа тӗл пулса калаçнă пулăттăм, мана килӗшекен «Салампи» тата «Алтăр çăлтăр» повеçсенчи сăнарсен прототипӗсем çинчен ыйтса пӗлӗттӗм.
– Пурнăç девизӗ.
– «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» «Эп мар пулсан – урăх кам?»
– Хайлава çырса пӗтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр? Камăн сӗнӗвӗ сирӗншӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ?
– Юратнă çынна паллаштаратăп, мӗншӗн тесен хайлавра унăн сăнарӗ те пур.

 

Ольга ИВАНОВА хатӗрленӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели