Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Блокадăри Ленинград ачисем

Ачасене уйрăмах блокадăри Ленинградри çынсене тивнӗ çăкăр норми шухăшлаттарчӗ. Ун чухне çăкăр карточки еплерех хаклă япала пулнине хăйсен чӗрипе туйса илчӗç. Çав пӗчӗк кăна çăкăр татăкӗсӗр пуçне урăх ним те çимелли пулман çынсен.

Хупкӗпер ял хутлăхӗн библиотекинче «Ленинград çăкăрӗ, пăрӗ тата юнӗ» темăпа хăюлăх урокӗ иртрӗ. Мероприятие çамрăк вулакансем хутшăнчӗç.
Марина Канашева библиотекарь ачасене вăрçă вăхăтӗнче блокадăна лекнӗ Ленинградра ачасем еплерех вилӗмпе, выçлăхпа, сивӗпе кӗрешни, аслисене май пур таран пулăшма тăрăшни, вăрçа кайнă ашшӗ-амăшӗ вырăнне станок умне тăни, аманнисене пулăшни, хӳтӗлев сооруженийӗсене тунă çӗре хутшăнни пирки тӗплӗн каласа пачӗ.
Ачасене уйрăмах блокадăри Ленинградри çынсене тивнӗ çăкăр норми шухăшлаттарчӗ. Ун чухне çăкăр карточки еплерех хаклă япала пулнине хăйсен чӗрипе туйса илчӗç. Çав пӗчӗк кăна çăкăр татăкӗсӗр пуçне урăх ним те çимелли пулман çынсен.
Унтан пурте пӗрле С.Алексеевăн «Блокадный хлеб» калавне вуларӗç, хастар сӳтсе яврӗç.
Ачасене çавăн пекех «Блокадăри Ленинградăн летопиçӗ» курава тăратнă кӗнекесемпе паллашма та питӗ интереслӗ пулчӗ. (Марина КАНАШЕВА,
библиотекарь.Теччӗ районӗ, Хупкӗпер. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество