Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

БРИКС çӗршывӗсен саммичӗ Хусанта хăçан пуласси паллă

БРИКС çӗршывӗсен саммичӗ Хусанта октябрӗн 22-24-мӗшӗсенче пулать. Кун çинчен РФ Президенчӗн пулăшуçи Юрий Ушаков ТАССа панă интервьюра пӗлтернӗ.

Хатӗрленӳ ӗçӗсем хӗрсех пыраççӗ. Юрий Ушаковăн сăмахӗсемпе, йӗркелӳ комитечӗ Хусанта тăтăш пулса саммита, БРИКС çӗршывӗсен делегачӗсене кӗтсе илме мӗнле хатӗрленнине, сроксене тӗрӗслесех тăрать. Уйрăмах хулари хăна çурчӗсен хăтлăхӗпе хăрушсăрлăхӗ çине тимлӗх уйăрать, тесе пӗлтерет РБК Татарстан сайт.

Саммит умӗн, июнӗн 12-23-мӗшӗсенче, Хусанта БРИКС Вăййисем иртеççӗ. Ун тӗлне Хусанта çӗнӗ отельсем хута каймалла. «Объектсен строительстви Миллениум кӗпер патӗнче пыраççӗ, кунсăр пуçне тата темиçе проект пур. Хăна çурчӗсем хăш кун уçăлассине халех калаймастăп-ха, БРИКС Вăййисем тӗлне сахалтан та икӗ хăна çуртӗнче 400 пӳлӗм хатӗр пулать», — тенӗ ТР Патшалăх Канашӗн туризм енӗпе комитечӗн председателӗ Сергей Иванов «Реальное время» сайта панă интервьюра. 

Маларах ТР Раисӗн пресс-служби Хусанти Миллениум кӗпер патӗнче хăна çурчӗсен комплексӗн строительстви пынине, вӗсенчен иккӗшне 2024 çулхи октябрь уйăхне ӗлкӗртессине пӗлтернӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество