Çамрăксем суйлавпа интересленеççӗ, сасăлаççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăксем суйлавпа интересленеççӗ, сасăлаççӗ

Тутарстанра пурăнакансем кашни суйлав кампанине хастар хутшăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Мӗнпе çыхăннă çак феномен?

 

выборы 2026 еиц суббота

Хусан федераллă университечӗн халӑхсен хушшинчи хутшӑнусен, политикин тата дипломатин кафедрин заведующийӗ, политика наукисен докторӗ Андрей Георгиевич Большаков, В.Г. Тимирясов ячӗллӗ Хусанти инноваци университечӗн пӗрремӗш проректорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Пӗрлехи информаци центрӗнче иртнӗ пресс-конференцире çак ыйту çине хуравларӗç.

«Ют çӗршывсенче РФ Патшалăх Думине депутатсем суйлассине хирӗç кампанисем йӗркелени суйлавçăсем çине витӗм кӳмерӗ. Пачах урăхла, пирӗн граждансем суйлавсене хутшăнасси ӳсет. Акӑ пӗрремӗш кун кӑтартӑвӗсемпе Тутарстанпа илсен ӗнер суйлавçăсенчен 36 проценчӗ сасăланă. Пӗтӗмӗшле илсен ку цифра питӗ лайăх тесе палăртмалла, –хавхаланса калаçăва пуçларӗ Андрей Большаков.

Иртнӗ суйлав кӑтартӑвӗсене ориентир вырӑнне илсен, 51,72 процентпа танлашать. Паллах, паянхи, ыранхи суйлав кунӗсенче улшăнусем пулаççӗ. Ӗнер ӗç кунӗ, вӗренӳ кунӗ пулнине шута илмелле, паян, ыран канмалли кунсем, апла сасăлакансен йышӗ ӳсет.  Хальлӗхе пӗтӗмӗшле прогноз тума ир-ха, анчах çирӗппӗн калама пулать – Тутарстанта суйлавçăсен 60 проценчӗ хăйӗн сассине парасси пирки иккӗленмелле мар.

Тутарстанта яланах суйлава хастар хутшăннă. Республикăпа кӳршӗллӗ  субъектсенчен самай нумайрах, ку статистикăран лайăх курăнать. Сасăлава граждансем хастар хутшăнни халăх Раҫҫей Федерацийӗн Ппрезидентне шаннинне, вăл ирттерекен политика курсӗпе килӗшнине пӗлтерет.

Суйлава йышлăн хутшăннине республикăра социаллă ыйтусене ăнăçлăн пурнăçланипе те ăнлантармалла.

Игорь Бикеев суйлавçăсен хушшинче çамрăксем йышланнине вырăнта, вӗсем вӗренекен çӗрте студентсемпе час-час тӗлпулусем ирттерсе уççăн калаçнипе ăнлантарать. Ыйтусене, темӗнле кăмăла килменнисене те уççăн хуравлани çамрăксене килӗшет, вӗсем чăннипе интересленни, ăнланма тăрăшни курăнать.

 Ӗнер Хусан инноваци университетӗнче иртнӗ акцие те аса илчӗ вăл. Вӗренӳ урежденийӗнче суйлав умӗн сентябрӗн 18-мӗшӗнче çуралнă, пӗрремӗш курсра вӗренекенсене хăйне евӗрлӗ саламлама шутланă. Губадия, тутар наци кукăльне пӗçерессипе вӗсем валли мастер-класс йӗркеленӗ. Паллах, ку çуралнă куна паллă тăвакансене те пурне те килӗшнӗ. Ытти регионсенчен вӗренме килнисем ку акци хыççăн тутар наци историпе, йăли-йӗркипе интересленесси куçкӗрет, Хусанта, Тутарстанра пулса иртекен пулăмсем вӗсемшӗн ют пулмӗç, общество пурнăçне те вӗсем хастар хутшăнӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.   


#Выборы2026

Нет комментариев