Çамрăксене професси суйлама пулăшаççӗ
Апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанта «Работа молодым» форум иртнӗ. Мероприятие 1000 ытла студент, аслă класра вӗренекенсем, вӗренӳ заведенийӗсен представителӗсем, ӗç паракансемпе власть представителӗсем хутшăннă.
«Тутарстан Республикин Раисӗ çамрăксене пысăк тимлӗх уйăрать. Уйрăмах вӗсене ӗçе вырнаçтарасси çине. Çак форум пысăк çитӗнӳсем тăвас тесен пирӗн – правительствăн, общество организацийӗсем тата паллах, вӗренӳ заведенийӗсем пӗрле ӗçлемеллине кăтартса парать. Паян пире çамрăксемпе, çӗнӗ профессисем питӗ кирлӗ – çӳллӗ технологисен ӗмӗрӗнче рабочисен профессийӗсем нихăçанхинчен те кирлӗреххи палăрать», – пӗлтернӗ Тутарстан Патшалăх Канашӗн Социаллă политика комитечӗн председателӗ Светлана Захарова.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков ӗç воспитанийӗ – çамрăксен ăнăçлă пуласлăхӗн никӗсӗ пулнине каласа хăварнă. Республикăри студотрядсем пӗр-пӗринпе тачă çыхăнса ӗçленипе çӗршывра чи лайăххисем шутӗнче пулнине палăртнă.
Республикăри çамрăксен форумне пиллӗкмӗш çул ирттереççӗ. Çак вăхăт хушшинче унта 5,5 пин ытла çын хутшăннă. Кăçал 1000 ытла ача валли тренингсем, лекцисемпе консультацисем, тӳрӗ диалогсем иртнӗ. Студентсен отрячӗсен профессийӗсен маркечӗ шайӗнче форума хутшăнакансем хăйсене тӗрлӗ професси шайӗнче тӗрӗслесе пăхма май пулнă.
Çамрăксене професси пултарулăхне туллин пурнăçлама майсем туса парасси «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.
ТР студентсен отрячӗсен пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев