Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрӑксен автобус турӗ вӗçленчӗ

Çамрӑксен автобус турӗ Тутарстанри пур хулапа района та 62 кун хушшинче çитсе курчӗ. Пĕтĕмпе çак тапхăрта автобус турӗн команди 144 ытла проект презентацине ирттернӗ, тӗлпулусене 24 пин ытла çын хутшăннă.

«Темиçе çул каялла ял çамрӑкӗсене мӗнпур майсем çинчен информацие çитерес тӗллевпе республикӑри хуласемпе районсем тӑрӑх автобус турне хута ятӑмӑр. Çак тапхӑрта пирĕн проект витӗмлӗ хатӗр пулнине çирӗплетсе пачӗ. Вăл тӗрлӗ  вырӑнти çамрăксемпе çыхăну тытма пулăшать. Кӑçал эпир «Пĕрремĕшсен юхăмĕпе» пӗрле хамăр проектсемпе студентсемпе ӗçлекен çамрӑксене кăна мар, çула çитмен çамрăксене те паллаштартăмăр», – палӑртнă ТР çамрӑксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков.

Министр Тутарстанра та, пĕтĕмпе çӗршывра та  тӗрлӗ енӗпе майсем туса панине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, çул çитмен çамрӑксем федерацин «Большая перемена», «Твой Ход», «Я – профессионал» олимпиадăна» тата Раççей территорийӗнче иртекен анлӑ форумсене хутшăнма пултараççӗ. Çакӑн пек масштаблӑ проектсене хутшӑнакансем грантсем выляса хӑйсен проекчӗсене пурнӑçлама тата РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа куçа-куçӑн тӗл пулма пултараççӗ.

Хастарсем регионти юхӑмӑн планласа хунă кӑçалхи проектсем çинчен те каласа панă. Унта шкул ачисемпе студентсем – «В гостях у ученого» проекта, Фиджитал турнира, «Школьный кубок чистоты» экологи турнирне, çемье аниме-фестивальне, «Наука» конкурс тата ыттисене хутшӑнма пултараççӗ.

Автобус турĕнче спикерсем пулса обществӑлла организацисен хастарӗсемпе республикӑри пысӑк проектсене хутшӑнакансем те  пулчӗç.

Автобус турӗ Тутарстан Республикин Çамрӑксен ӗçӗсен министерствипе Федерацин çамрӑксен ӗçӗсен агентстви (Росмолодежь) пулӑшнипе «Образование» наци проекчӗн «Регион для молодых» программи шайӗнче иртнĕ.

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: молодежь