«Чăваш çыравçисем – фронтра»
2025 çул – Çӗнтерӳ çулталăкӗ, Аслă Çӗнтерӗве çывхартнăранпа 80 çул çитет. Чăваш кӗнеке издательствинче çак паллă пулăма халалласа «Чăваш çыравçисем – фронтра. Чувашские писатели – на фронте» кăларăмăн 1-мӗш кӗнеки кун çути курчӗ. Ăна Эвелина Малеева, Ольга Федорова, Татьяна Захарова тата Алексей Кузьмин пухса хатӗрленӗ, ӳнерçи – Дмитрий Литаврин.
Кӗнекене Çӗнтерӗве çывхартма пулăшнă чăваш писателӗсемпе Чăваш çӗрӗ çинче çуралса ӳснӗ вырăсла çыракан калем ăстисене кӗртнӗ. Кăларăм вӗсен пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе паллаштарать, унта вăрçă темипе хайланă произведенисене кӗртме тăрăшнă. Пӗрремӗш кӗнекене поэзи тата проза жанрӗпе çырнă хайлавсем кӗнӗ. Авторсене алфавит йӗркипе вырнаçтарнă.
Вулакансем Владимир Алатырцев, Александр Алга, Александр Артемьев, Марк Аттай, Алексей Афанасьев, Василий Васькин, Иван Викторов, Алексей Воробьев, Илья Думилин, Николай Евстафьев, Кӗçтук Кольцов, Григорий Краснов-Кӗçӗнни, Иван Малгай, Арсен Орлов, Георгий Орлов, Александр Пермяк, Андрей Петтоки, Николай Пиктемир, Александр Тимбай, Николай Сандров, Иван Тенюшев, Уйăп Мишши, Валентин Урташ, Ухсай Яккăвӗ, Петӗр Хусанкай, Петр Чичканов, Петӗр Ялкир, Максим Ястран поэтсен пултарулăхӗпе паллашма пултарӗç.
Проза пайӗнче вара Степан Абашăн, Леонид Агаковăн, Василий Алентейӗн, Владимир Бараевăн, Михаил Беловăн, Иван Вашкин, Максим Данилов-Чалтунăн, Василий Долговăн, Ефрем Еллиевăн, Прохор Емельяновăн тата Георгий Ефремовăн хайлавӗсене вулама пулать.
Ытти авторсемпе вулакансем 2-мӗш кӗнекере «тӗл пулӗç», унта проза тата драматурги жанрӗсемпе çырнă хайлавсем кӗрӗç. Вăл çитес вăхăтра пичетленсе тухӗ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев