Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш диктантне çӗршывӗпе çырма пулать

Паян, апрелӗн 23-мӗшӗнче Чăваш чĕлхи кунне, Раççейри Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2025» вĕренӳ акцийĕ иртет.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çул Диктант сăн-сăпатне палăртаççӗ. Кăçал çак ята виçĕ ача амăшĕ, «Салтак хастарлăхĕшĕн» («За воинскую доблесть»), «Паттăрлăхшăн» («За отвагу») медальсене, Паттăрлăх орденне (Орден мужества) тата ытти наградăсене тивĕçнĕ паттăр офицер мăшăрĕ тата волонтёр Кристина Егорова медицина сестри тивĕçнĕ.

Диктан 13.00 сехетре пуçланать. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.

Акцие куçăн майпа тата куçăн май майпа хутшăнма пулать.

  • Пурăнакан е ĕçлекен вырăнта, радио е Интернет пур кирек хăш вырăнта та çырма пулать. Диктант текстне 13.00 сехетре (Мускав вăхăчĕпе) тӳрĕ эфирта итлеме пулать.
  • Ятарласа хатĕрленĕ аудиторисенче халăхпа пĕрле пухăнса çырма пулать.

Тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать.

Положени

Диктант бланкӗ

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День чувашского языка диктант