Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанра иртнӗ «Этнокраса» фестивальте чăваш культурипе паллаштарнă

Иртнӗ эрнекун Пушкăртстанра фольклорпа халăх йăли-йӗркисен «Этнокраса» фестивалӗ иртнӗ. Уяв ноябрӗн 14-мӗшӗнче Авăркас районӗнчи Толбазă ялӗнче пулнă. Кун пирки Çтерлӗри ЧНКАн пресс-служби пӗлтерет.

Наци культурисен илем конкурсӗ пушкăртсен, вырăссен, тутарсен, чăвашсен тата украинсен еткерне уçса парать. Унта хутшăнакансем тăван культурăпа –чӗлхепе, костюмпа, апат-çимӗçпе, йăла-йӗркепе паллаштараççӗ.

Мероприятие Месели ялӗнчи «Шăпчăксем» фольклор ансамблӗн ертӳçи Олеся Ефимова хутшăннă.  Вăл хăйӗн коллективӗпе курма килекенсене чăвашсен туй йăли-йӗркипе те  паллаштарнă. Хăнасем тăван килпе сывпуллашакан хӗр чуна пырса тивмелле макăрнине, хулăм укçи тӳленине курнă, авалхи юрă-ташăпа паллашнă.

Тӗрлӗ халăх пурăнакан нумай нациллӗ республикăра  хăйнееверлӗ культура еткерне упраса хăварасси тата çамрăксене унпа паллаштарасси уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. «Этнокраса» конкурс шăпах çак тӗллеве пурнăçлать. Вăл илем ăмăртăвӗ кăна мар, йăла-йӗркесен чăн-чăн чӗрӗ энциклопедийӗ, республикăра пурăнакан халăхсен йăлисемпе паллашмалли май.

Сăнӳкерчӗксем Çтерлӗри ЧНКАн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура чуваши России обряды и традиции