Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИ»

10-мӗш класс валли вӗренӳ кӗнеки пичетленчӗ

Нумай пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче çӗнӗ вӗренӳ кӗнеки кун çути курчӗ. Ăна вырăсла пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенчи 10-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Авторӗсем – А.А.Ядрицова, И.В.Ядранская, А.Ф.Мышкина. Рецензенчӗсем – И.В.Софронова, Н.В.Варюхина, Н.И.Степанова. 

Редакторӗ – А.Г.Майорова.

 

Унччен тухнă вӗренӳ кăларăмӗсемпе танлаштарсан ку – пачах çӗнӗ вӗренӳ кӗнеки, ăна авторсем çӗнӗ программăпа килӗшӳллӗн тунă. 

Паянхи пурнăçпа шкул уйрăмлăхӗсене шута илсе вӗренӳпе вулав кӗнекине икӗ чӗлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатӗрленӗ. Çакă чăваш чӗлхине лайăхах пӗлмен ачасене вӗренӳ материалне тарăнрах ăнланма пулăшӗ. 

Вӗренӳ кӗнекине калăпланă чухне авторсем чăваш литература историйӗн пӗлтерӗшлӗ тапхăрӗсене тата литература пӗлӗвӗн çивӗч  ыйтăвӗсене тӗпе хунă. Кӗнекен кашни пайӗнче литература историйӗ, литература теорийӗн ыйтăвӗ, программăна кӗртнӗ чăваш литературин классикӗсемпе хальхи çыравçăсен кун-çулӗпе пултарулăхне тишкерни, илемлӗ хайлав, урокра е килте пурнăçламалли ӗçсемпе ыйтусем вырăн тупнă. Çавăн пекех кăларăмра «Хушма вулав» пай пур, унта килте вуласа паллашмалли хайлав­сене кӗртнӗ.

Çӗнӗ вӗренӳпе вулав кӗнекине Федерацин патшалăх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ.

 

Алина МАЙОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев