Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Наци Конгресӗн делегацийӗ Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче пулчӗ

Ноябрӗн 20-мӗшӗнче Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче нумай чӗлхелӗх лару-тăрăвӗнче чăваш чӗлхине аталантарса упраса хăварас темăпа регионсем хушшинчи вӗрентӳ семинарӗ иртрӗ

Делегацие Конгресăн Президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пычӗ, унпа пӗрле ЧНК çумӗнчи Чăваш чӗлхипе литература учителӗсен ассоциацийӗн председателӗ, ЧР Тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, унăн çумӗ, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ 10 № шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Юлия Анисимова, ЧНК пресс-секретарӗ Елизавета Долгова пулчӗç.

Вӗсене ТР Халăхсен Ассамблеин ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, ЧР професси писателӗсен союзӗн пайташӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Майя Хухунашвили, ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ Константин Малышев, ТР ЧНКА пайташӗ, Вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн преподавателӗ Сильвия Чаркина кӗтсе илчӗç.

Чăваш вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем пирки уйрăммăн каламалла. Вӗсем кăçал пӗлтӗрхинчен икӗ хут нумайрах вӗренме çӳреççӗ. Пултарулăхне кăтартас тӗлӗшӗнчен те – малтисем. Çакна Шупашкарти хăнасем те, ачасен ашшӗ-амăшӗсем те хакларӗç.

Семинар вăхăтӗнче Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗпе Чăваш Наци Конгресӗ пӗрле хутшăнса ӗçлесси пирки калакан килӗшӗве алă пусса çирӗплетрӗç.

Тӗлпулăва хутшăннă чăвашсем тăван чӗлхепе диктант çырса пӗлӗвӗсене тӗрӗслерӗç.

Шупашкартан килнӗ чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Юлия Анисимова ӑсталӑх урокӗ ирттерчӗ. Урокра чӑваш чӗлхин кӗнеке тытӑмӗпе тата унпа ӗҫлемелли сайтпа паллашттарчӗ. Ачасене мастер-класс питӗ килӗшрӗ.

К. Малышев сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев