Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Чăваш романӗ» конкурсра Анатолий Хмыт çӗнтерчӗ

Чăваш кӗнеке издательстви «Чăваш романӗ» III литература конкурсне пӗтӗм­летрӗ. Пултарулăх ăмăртăвӗ çулталăка яхăн пычӗ – ӗçсене 2024 çулхи раштав уйăхӗн 14-мӗшӗнчен пуçласа 2025 çулхи авăн уйăхӗн 30-мӗшӗччен йышăнчӗç. Конкурсăн тӗп тӗллевӗ – хальхи чăваш литературине тата пысăк калăпăшлă хайлавсене аталантарасси.

Конкурса тăратнă ӗçсемпе жюри пайташӗсем тимлӗн паллашрӗç.  Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, Анатолий Хмыт паллă çыравçăн «Хазара» алçырăвӗ мала тухрӗ. Çитес çул вăл Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухӗ.

Анатолий Дмитриевича чун-чӗререн саламлатпăр, малалла та тухăçлă ӗçлеме çирӗп сывлăх, вăй-хал, хавхалану сунатпăр! 

Ольга ФЕДОРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели конкурсс