Чăваш хӗрарăмӗсем валли
Çак кунсенче «Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» кăларăма пахаларӗç.
Чăваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть тухнăскерне вунă авторăн – Денис Гордеевăн, Елен Нарпин, Петр Макинăн, Елена Николаеван, Алена Аксупин, Рита Артин, Ангелина Павловскаян, Юрий Скворцовăн, Валентин Константиновăн тата Марина Карягинан – кӗске калавӗсемпе новеллисем тата повеçӗ кӗнӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ тата редакторӗ Галина Антонова тӗлпулура коллективлă сборника мӗнлерех пухса йӗркелени çинчен каласа пачӗ.
– «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» – «Алран алла» ярăмпа пичетленнӗ пиллӗкмӗш кӗнеке. 2020 çулта пуçарса ятăмăр ку серие. Ятарласа чăваш хӗрарăмӗсем валли. Кашни çул пӗр кӗнеке тухса пырать. Малтанхине хатӗрленӗ чухне пуçа пырса кӗмен, каярахпа вара çапларах шухăш тӗвӗленчӗ: пурăна киле ку ярăмри кăларăмсем чăваш литературин антологийӗ майлă пулччăр. Чăваш прозин антологийӗ пур, анчах унта нумайăшӗ кӗреймен, ытларах – классиксем, вулакансем лайăх пӗлекен авторсем. Пирӗн пултаруллă прозаик нумай пулнă, халь те пур вӗсем. Чăвашла калав-повесть çыракан кашни писателе çакăнта кӗртес кăмăл пур ман. Шел те, палăртса хунă произведенисене яланах кӗртме май çук, вӗсене урăххисемпе улăштарма тивет. Сăлтавӗ еткерлӗх ыйтăвӗсемпе çыхăннă. Çыравçăсен еткерçисен ятарлă документсем çуккипе вӗсемпе килӗшӳ тума май çук. Унсăр ӗçлеме юрамасть. Лайăх хайлавсенех ирӗксӗрех пăрахăçлама тивет, – пăшăрханса пӗлтерчӗ редактор.
Елен Нарпи хăйӗн «Çын тивӗçӗ» калавӗ çинче чарăнса тăчӗ. Унпа çыравçă 1990-мӗш çулсен вӗçӗнчех ӗçленӗ-мӗн, анчах ниепле те хăйне килӗшмелле калăпласа çитереймен. Чăн пулнине тӗпе хурса çырнăскерне автор хăй пурнăçӗпе те çыхăнтарнă, халӗ «чун çимӗçӗпе» тинех кăмăллă.
– Кӗнекери хайлавсенче пурнăçра тӗрлӗ лару-тăрăва кӗрсе ӳкекен ахаль çын сăнарӗ тӗпре. Çакă пӗрлештерсе тăрать те вӗсене, – терӗ Елена Петровна.
Сборника Елена Николаеван новелли тăрăх ят панă.
– Эпӗ вăрăм çырма пӗлместӗп те пулӗ. Суйламалăх тесе сакăр новелла панăччӗ, пурте кӗнекене кӗни маншăн пысăк кӗтменлӗх пулчӗ. Вӗсем пичетленнӗшӗн хамран та ытларах мăшăр савăнчӗ. Вăл заводра ӗçлет, чăвашла вуласах каймасть. Кӗнекене киле илсе килсен курчӗ те ăшран çуталса савăнса кайрӗ. Туйра пӗр-пӗрин çине çапла ăшшăн пăхнăччӗ пуль. Çакна тепре курассишӗнех, туяссишӗнех ку кӗнеке тухни аван, – терӗ Елена Николаевна.
Ангелина Павловскаян сборника «Эльтукан çӗрӗ» калавӗ кӗнӗ. Вăл аякри çӗрте нумай çул пурăннă тăхăр вуннăри Эльтукан тăван ялне таврăннине сăнласа парать, ун кун-çулӗпе паллаштарать. Тӗп сăнарăн прототипӗ – Ангелина Ивановнăн тăван куккăшӗ.
– Чăн пулни нумай ман калавра. Шухăшласа кăларни çук та пуль, – терӗ автор. Сăмах май, кӗнеке тухнă-тухман вăл 45-ӗшне илсе кайнă та шкулсене тӗлпулусене çӳреме пуçланă. – Ку кăларăм пӗлӳ çурчӗсене çав тери кирлӗ: килти вулав урокӗсем ирттерме те, сочинени çырма та… Халь хамра икӗ кӗнеке кăна юлчӗ. Çук теççӗ урăх, – евитлерӗ Ангелина Ивановна.
Арсений Тарасов «Тăван Атăл» журнал валли проза кирлӗ тесе ыйтнипе Марина Карягина виçӗ калав çырнă пулнă-мӗн. Галина Алексеевна иккӗшне «Хӗрӗх тӗслӗ хӗле» кӗртнӗ. Вӗсене пурнăçа сăнаса çырнă Марина Федоровна. Çавăн пекех хӗрарăмсем валли кăна мар, арçынсем валли те ятарлă ярăм пуçарса ярасса шаннине пӗлтерчӗ.
«Варкăша» иккӗмӗш хут хутшăнакан Анна Михопарова хайлав пуххипе интересленсе паллашнă. Рита Артин «Мемме» калавӗн тӗп сăнарӗ ăна тарăхтарсах янă. Пурнăçне йӗркелеме пултарайманскер юратнă хӗрне мар, ашшӗ-амăшӗ тупса панă пикене качча илет. Çакăнтан пуçланаççӗ те унăн инкекӗсем. Алексей Зотиков тележурналист кунта амăшӗн айăпӗ те пуррине асăнчӗ, ывăлне вăл воспитани панă-çке. Мальвина Петрова поэтесса ку шухăшпа килӗшесшӗн пулмарӗ: вăтăр çула çитсен çывăх çынсене айăпламалла мар, хăвăн йышăнусем тумалла, вӗсемшӗн явап тытма пултармалла.
– Никӗсне хывман пулсан ăçтан апла тума пултартăр-ха вăл? – шухăша ямалли ыйту пачӗ А.Зотиков.
«Чăваш кӗнеки» центрӗн ӗçченӗ Антонина Андреева «Хӗрӗх тӗслӗ хӗл» çемье вулавӗ валли те вырăнлă пулнине палăртрӗ. Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова сборникри хайлавсене çаран çинчи чечексемпе танлаштарчӗ – кашни хăйне май илемлӗ.
Тӗлпулу чăннипех те кăсăклă иртрӗ. Кăларăма вуласа тухса ӗлкӗрейменнисем унпа малалла паллашас тӗллевлӗ пулнине пытармарӗç, ыттисем вара ярăмпа кăмăллă пулнине пӗлтерчӗç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев