Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ачисемпе вӗрентекенӗсем слетра

Октябрӗн 26-28-мӗшӗсенче Хусанта республикăри вырсарни шкулӗсен тата этнокомпонентлă шкулсен слечӗ иртрӗ.

Октябрӗн 26-28-мӗшӗсенче Хусанта республикăри вырсарни шкулӗсен тата этнокомпонентлă шкулсен слечӗ иртрӗ. Октябрӗн 27-мӗшӗнче ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Республикăри олимпиадăсен центрӗнче уçăлчӗ. Слетăн тӗллевӗ – этнокультура компонентлă шкулсенчи педагогсен опычӗпе паллашасси, республикăри нумай нациллӗ ачасене культурăсен хушшинчи пӗрлешӗвӗ тавра пухасси, этнокультура вӗрентӗвӗн системинчи йывăрлăхсене татса пама пӗрлехи резолюци хатӗрлесси пулчӗ.

Темиçе куна тăсăлнă слета республикăри чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсемпе ачасем те хутшăнчӗç. Квота тăрăх, вӗсем кашни районтан пӗрер учительпе икшер ача пулчӗç. Вӗрентекенсемпе хальхинче ытларах калаçусем ирттерчӗç пулсан, ачасем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштарчӗç. Ачасем валли анлă культура программи те хатӗрленӗччӗ, çав шутра цирка та илсе кайса кăтартрӗç. (М.Захарова сăнӳкерчӗкӗсем). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: школа