Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш пукане театрӗ Хусана «Кăвакарчăнпа» килет

Чăваш патшалăх пукане театрӗ июнӗн 3-мӗшӗнче ирхине 10.00 сехетре Хусанти «Экият» Тутар патшалăх пукане театрӗн Пӗчӗк залӗнче Петӗр Хусанкай произведенийӗпе лартнă «Кăвакарчăн» спектакль кăтартать.

Июнӗн 1-8-мӗшӗсенче Хусанта «Науруз» Халăхсем хушшинчи фестиваль пулать. Ют çӗршыв тата Раççей регионӗсенчен пӗтӗмпе 29 театр хутшăнать. Фестиваль историйӗнче пӗрремӗш хут шоукейс иртет. Ку вăл фестиваль спектаклӗсене курмашкăн Румыни, Грузи, Турци, Польша, Германи, Венгрипе Норвеги продюсерӗсене чӗнни.

Фестивале Шупашкартан Чăваш патшалăх пукане театрӗ те хутшăнать. Вăл июнӗн 3-мӗшӗнче ирхине 10.00 сехетре «Экият» Тутар патшалăх пукане театрӗн Пӗчӗк залӗнче Петӗр Хусанкай произведенийӗпе лартнă «Кăвакарчăн» спектакль кăтартать. Пурне те килсе курма йыхравлатпăр. (Сăнӳкерчӗк puppet21.ru сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Год Театра