Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЧИПЕР ТЕ ПУЛТАРУЛЛĂ ПИКЕ

Çуллахи манăçми савăнăçлă каникулăн шутлă кунӗсем юлчӗç. Çитес эрнерех йӗс шăнкăрав парттăсем хушшине ларма чӗнсе вӗренекенсене шкула йыхăрӗ. Çарăмсан районӗн пикисем те пӗлӳ тӗнчине малалла тӗпчеме хатӗр. Сăмахăм Çарăмсан районӗнчи Сосновкăра пурăнакан Анна Иванова çинчен.

Анна Иванова ку вӗренӳ çулӗнче 11-мӗш класра вӗренӗ. 2022 çул хӗршӗн ырă пулăмсемпе пуян пулчӗ: «Созвездие-Йолдызлык» конкурсра «Юратупа уйрăлу» юрăпа Анна финала тухса Хусана çитрӗ кăна мар, лауреат ятне илсе район чысне çӳле çӗклерӗ. Çарăмсанра тӗрлӗ наци пикисен хушшинче иртнӗ «Этно-красавица» конкурсра 16 чипер хӗр хушшинче чи хитри пулчӗ. Çитес çул Тутарстанра иртекен «Чăваш пикине» хатӗрленет халь. 

А.Ивановăран пуласлăхне мӗн­­ле ӗмӗтпе çыхăнтарнине ыйт­­рăмăр, аттестат алла илесси нумай юлман-çке, кам пулма ӗмӗтленет пике? Анна малашлăхне юрă творчествипе, сценăпа, эстрадăпа çыхăнтарма ӗмӗтленнине пытармарӗ. Шутланине пурнăçлама Хусанти патшалăх культура институтне эстрада уйрăмне вӗренме кӗресшӗн вăл. Çывхарса килекен вӗренӳ çулӗ Аннăшăн ăнăçупа, çӗнтерӳсемпе пуян пуласса шансах тăратпăр.  

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев