Чир ертнӗ ҫынсем сахалланса пыраҫҫӗ
Ӗнтӗ пӗр эрне тӑршшӗ республикӑра регистрациленӗ коронавируспа чирлисен шучӗ 50 ҫынран иртмест.
Июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне коронавирус пандемии республикӑра статистика арпашӑвӗн шайӗнче кӑна тӑрса юлать пулмалла. Шав чакса пырать. Чактӑр, тӑрантарса ҫитерчӗ ӗнтӗ.
Раҫҫейри регионсен рейтингӗнче
Тутарстан чир сарӑлассипе 75-мӗш вырӑнта пырать, Атӑлҫи округӗн регионӗсен хушшинче 12-мӗш.
Тепӗр енчен, июлӗн 1-мӗшӗнче ҫӗршывӑн ҫӗнетнӗ Конституцийӗ пирки сасӑлав пулать-ҫке. Халӑха хӑратма юрамасть.
Ҫапла иртнӗ талӑк хушшинче Тутарстанра 46 ҫынра COVID-19 инфекцине тупса палӑртнӑ. Пӗр ҫынни ют регионран килни, 45-шӗ чире хамӑр патра пурӑнакансенчен ертнӗ.
19 ҫынна пульницана вырттарнӑ, 27-шӗ ҫӑмӑл формӑллӑ, вӗсем килӗсенче сипленеҫҫӗ.
Чироисем Хусанта 18 ҫын, Ҫырчаллинче – 11. Елабуга, Ешӗлвар, Ҫарӑмсан районӗсенче икшер ҫын чирленӗ, Элмет, Арск, Ҫӳльту, Кайпӑҫ, Лайӑш, Анат Кама, Нурлат, Пестрецы, Тукай, Саба, Теччӗ районӗсенче – пӗрер.
Ҫапла, июнӗн 14-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 3914 ҫын Covid-19-па чирленине палӑртаҫҫӗ медиксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев