Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗр чӗкеçӗн чӗппи шанчăклă алăра

Чистай хулинче пурăнакан пӗр хӗрарăм картишре йыттипе уçăлса çӳренӗ чух йăваран ӳкнӗ çӗр чӗкеçӗн чӗппине асăрханă.

Вӗçен кайăк йывăç патӗнче тем пек вӗçме хăтлансан та çӗр çийӗн çӗкленейменнине курсан хӗрарăм «Чистые луга» заказник сотрудникӗсене шăнкăравланă. Специалистсем вăрах кӗттермен, çӗр чӗкеçӗн чӗппине тӗсленӗ хыççăн вăл сиенленменнине палăртнă.

Вӗçен кайăк хальхи вăхăтра специалистсен аллинче. Пӗчӗкскер, хăвăрт вăй илсе пырать. Çуначӗсем çирӗпленсенех вӗçтерсе яма шутлаççӗ.

(ТР Биорессурсем енӗпе патшалăх комитечӗн пресс-службин хыпарӗпе сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество