Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗр çырли кукăлӗ

Çӗр çырлине лайăх çумалла та алшăлли çине хурса типӗтмелле. Шултрисене темиçе пая касмалла. Услам çăва ирӗлтермелле, сивӗнсен ун çине сахăр песокӗ, çăмарта, ванилин тата разрыхлитель хушса лайăх пăтраштармалла.

Унтан сӗт, пӗчӗккӗн çăнăх хушса чуста хатӗрлемелле. Чуста çăра хăйма евӗрлӗ пулмалла. Кукăль пӗçермелли формăна çуламалла, çăнăх сапмалла. Чустана форма çине ямалла. Çырласене чуста çине çиелтен чиксе тухмалла. Духовкăра хатӗр пуличчен пӗçермелле.

Кирлӗ: 200 г çӗр çырли, 150 г услам çу, 3 çăмарта, 125 мл сӗт, 150 г сахăр песокӗ, 200 – 250 г çăнăх, çур чей кашăкӗ разрыхлитель, кăшт ванилин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Рецепты