Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çутта кăларакана пуç тайрӗç

Паян Теччӗ районӗнче аслă вӗрентекен Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уяв мероприятийӗсем Кăнна Кушкинчен пуçланчӗç

Çутта кăлараканăн çуралнă вырăнне пуç тайма хăнасен делегацийӗсем Ульяновск облаçӗнчен, Чăваш Республикинчен, Тутарстанри районсенчен килчӗç. Мускавран патриархăн мăнукӗн хӗрӗ Любовь Ордынская тата мăнукӗн ывăлӗ Николай Толмачев килсе çитнӗччӗ. 
Теччӗ районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов инçетри ял ачи Иван Яковлев халăха çырулăх парнелесе хăй укçипе 148 шкул уçма пултарнине палăртрӗ. 
«Пирӗншӗн вăл легендарлă çын. Район мăнаçлăхӗ кăна мар, республика, çӗршыв мăнаçлăхӗ. Тӗнче шайӗнчи пысăк çын», – терӗ вăл. Муниципалитет пуçлăхӗн сăмахӗсемпе, Теччӗ районӗнче кашни çул Иван Яковлева халалласа 100 мероприяти иртет. Çак кунах Теччӗре «Иван Яковлевич Яковлевăн вӗрентӗвӗн еткерлӗхӗ» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта Раççей Патшалăх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Айрат Фаррахов хутшăнни уява тата та пысăк сум кӗртрӗ. 
Владимир Бабайкин сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев