Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чӑваш кино экрансем ҫине тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ

Пирӗн ентеш, Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче ҫуралса ӳснӗ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский ӳкернӗ чи пӗрремӗш кино – «Атӑлҫи пӑлхавҫисем» – экран ҫине тухнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Асăннă картина экран çине 1926 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче тухнă. Премьера Шупашкарта пулнă.

Фильм тӑвас шухӑша Чӑваш АССРӗн халӑх вӗрентӗвӗн облаҫри уйрӑмӗ тата Чӑваш драма театрӗн тӗп режиссёрӗ Иоаким Максимов-Кошкинский пуҫарнӑ. Сценарине те вӑлах ҫырнӑ.

Фильма 1905 ҫулхи революцин 20 ҫуллӑхне халалланӑ. Сюжет никӗсне Хусан кӗпӗрнинчи (халӗ Октябрьски, Сӗнтӗрвӑрри округӗ) Исмели ялӗнчи хресченсен 1906 ҫулхи пӑлхавне хунӑ. Тӗп герой, Хури, сӑнарне эсер Тимофей Хурипе, чӑваш наци ирӗклӗх юхӑмӗн ӗҫченӗпе, танлаштараҫҫӗ.

Чӑваш Енре кино ӳкерекен инфратытӑм пулманнипе фильма Ленинградри «Севзапкино» (халӗ «Ленфильм») управленипе пӗрле тунӑ. 1925 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче унпа ЧАССР ЦИК хушшинче килӗшӳ тунӑ. «Севзапкино» режиссёрпа актёрсене суйласа илессине тата тӑкаксен пысӑк пайне хӑй ҫине илнӗ. 

Съёмкӑсем Шупашкарта тата ҫывӑхри ялсенче иртнӗ, хӗллехи сценӑсене Ленинградра ӳкернӗ. Режиссёр пулма Павел Петров-Бытова шаннӑ.

Эпизодсенче чӑваш артисчӗсем те вылянӑ: И.Максимов-Кошкинский хӑй, К. Егоров, И. Рублёв тата Тани Юн (амӑш сӑнарне вылянӑ). Массовкӑна таврари ялсенчи хресченсене тата Шупашкарти коммуна шкулне ҫӳренекенсене явӑҫтарнӑ.

Фильма Ленинградра монтаж тунӑ. Пӗр экземпляр копине чӑваш титрӗсемпе туса Шупашкара илсе килнӗ. 
Картина прокатра «Севзапкино» тата «Чувашкино» пӗрлехи маркипе тухнӑ.

«Атӑл пӑлхавҫисем» — хура-шурӑ тӗспе ӳкернӗ фильм. Вӑл прологран, эпилогран тата 8 пайран тӑнӑ. Картинӑра чӑвашсен чылай йӑли-йӗркине кӑтартнӑ. Сӑмахран, Чӳкпе Акатуй пирки питех те чӗррӗн кӑтартса панӑ. «Канаш» хаҫат фильм чӑваш хресченӗсен культурипе политика шайне ӳстерес ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Премьера Шупашкарта театрта иртнӗ. Ярмӑркка вӑхӑчӗ пулнӑран куракансем театра кино пӑхма питӗ нумайӑн пынӑ. Шупашкарта кӑтартнӑ хыҫҫан фильма Ленинградра, Ульяновскра, 1926 ҫулта Мускаври кинотеатрсенче  кӑтартнӑ. Ку кӑна-и? «Атӑлҫи пӑлхавҫисене» ют ҫӗршывсенче те кӑтартнӑ: Германире, Египетра, Америкӑра.
Шел те, И. Максимов-Кошкинскин пирвайхи фильмӗн шӑпи те вӑл каярах ӳкернӗ ытти чылай фильмсен шӑпи пекех синкерлӗ пулнӑ – ăна айӑпламалли сӑлтав тупса тӗп тунӑ…

 

«Чăвашкино» архивӗнчи сăнӳкерчӗксене ИИпе лайăхлатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашкино