Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çырчалли чăвашӗсем 34-мӗш хут Уяв пуçларӗç

Майăн 21-мӗшӗнче Çырчалли хулинчи «Çӗнтерӳ» культурăпа кану паркӗнче вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗ тăрăшнипе 34-мӗш хут чăвашсен Уявӗ иртрӗ.

Мăн асатте-асаннесем Уява çуллахи Микула кунӗ (майăн 22-мӗшӗ) умӗнхи каç пуçланă. Çимӗкрен (Троица умӗнхи кӗçнерникун) вара Уяв юррисене кăнтăрла та юрланă. Питравчченех (июлӗн 12-мӗшӗ) юрланă вара Уяв юррисене. 

Праçник «Чăваш ачине» прологран пуçланчӗ. Ăна кăтартаканӗсем «Чӗкеç» чăваш халăх ансамблӗпе «Путене» чăваш культурине, чӗлхине тата йăли-йӗркине юратакан ача-пăча клубӗ пулчӗç. Пухăннисене Çырчалли хулин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Винер Харисов тата вырăнти Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Александр Павлов саламларӗç. 

Йăлана кӗнӗ тăрăх, Уява хутшăнакан кашни çынах хăйӗн чи пысăк ӗмӗчӗ пирки шухăшласа ятарлă йывăç çине хăю çыхса хучӗ. Уява чаплăн уçнă хыççăн курма килнисем те пурте пӗрле алăран алла тытса карталанса юрларӗç, никам та айккинче тăрса юлмарӗ. «Чӗкеçпе» «Путене» мероприятие хăйсен пултарулăхӗпе илем кӳчӗç. 

Ачасем хăйсем тӗллӗн карталанса юрлани кăçалхи Уявăн çӗнӗлӗхӗ пулчӗ. Кашни ачана Çырчаллинчи ЧНКА ертӳçи Александр Павлов пылак кучченеç парса савăнтарчӗ. 

Аслисем те кичемленсе тăмарӗç – вӗсем валли такмаксен конкурсӗ йӗркеленӗччӗ. Чи хастаррисене Çырчаллинчи Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн ертӳçи Вера Охотникова сувенирсем парса чысларӗ. 

Çырчалли чăвашӗсем хулари ытти халăхсемпе те туслă пурăнаççӗ. Акă пирӗн Уявра марисен «Мари-Сем» ансамблӗн тата «Эрвий» мари культурине, чӗлхине тата йăлисене юратакансен клубӗн хастарӗсем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.

 

Хамăр корр.

Е.Кондюкова сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Уяв Чувашская культура Праздники чуваш