Çыру – Хӗл Мучи патне
Чи асамлă уяв – Çӗнӗ çул. Мӗншӗн асамлă-ха вăл? Мӗншӗн тесен Çӗнӗ çул каç пӗтӗм ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ.
Тин кăна Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă «Письмо Деду Морозу» кӗнекери тӗп сăнар çакăн пирки пӗлет, çавăнпа та Çӗнӗ çула чăтăмсăррăн кӗтет. Хӗл Мучирен вăл акă мӗн ыйтасшăн... Эй, чимӗр-ха, йӗркипе каласа парар.
«Письмо Деду Морозу. История девочки, которая верит в чудеса» кӗнекен авторӗпе ӳнерçи – Наталия Орлова, редакторӗ – Ольга Федорова. Çӗнӗ кăларăм Шупашкарта пурăнакан Катя ятлă хӗрача çинчен каласа парать: «Эпӗ тӗлӗнмелле илемлӗ Шупашкар хулинче аттепе, аннепе, аппапа тата шăллăмпа пӗрле пурăнатăп. Шупашкар – Чăваш Республикин тӗп хули. Кунта лайăх та тарават çынсем пурăнаççӗ. Пирӗн тăрăх чаплă тӗрӗсемпе, илемлӗ юрăсемпе тата, чи пӗлтерӗшли, чăваш чӗлхипе палăрса тăрать», – тесе каласа парать Катя вулакана. Кӗçех Çӗнӗ çул çитет, Катя чăн-чăн Хӗл Мучие курасшăн тата унран парне ыйтасшăн. Тӗп сăнар Хӗл Мучи патне çыру çырма шутлать. Пӗчӗк вулакансем те çыру çырма пултараççӗ – кӗнекере Çӗнӗ çул çырăвӗн тӗслӗхӗ тата конверт та пур.
Кунсăр пуçне Катя Çӗнӗ çул рецепчӗпе мӗнле печени пӗçермеллине те вӗрентет: «Кашни çулах декабрӗн 31-мӗшӗнче эпӗ ирех вăранатăп та кухньăна чупатăп. Пирӗн аннепе иксӗмӗрӗн йăла пур – эпир вăрттăн рецептпа печени пӗçеретпӗр». Рецепчӗ вăрттăнни пулсан та хӗрача унпа вулакансене паллаштарать. Эсир те çав рецептпа Çӗнӗ çул печенийӗ пӗçерсе пăхма пултаратăр.
Кӗнеке вӗçӗнче вулакансем Катя Хӗл Мучирен мӗн ыйтнине тата çав парнене илнипе илменнине пӗлме пултараççӗ.
Дарья МОРОЗОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев