Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ДАКАР –2019» ЧĂВАШ ЭКИПАЖӖ ХАЛЬЛӖХЕ МАЛТА!

Умра чи хӗрӳ, кашни болельщике хумхантаракан тапхăрсем. Хамăрăннисене йышăннă позицисене сыхласа хăварса «Дакар – 2019» подиумӗ çине тăрса Ылтăн Бедуина тивӗçме чӗререн сунатпăр! Турă пулăштăр.

«Дакар – 2019» Халăхсен хушшинчи ралли вӗçленсе пырать – финишчен тепӗр икӗ тапхăр çеç юлчӗ. Ыран çӗрле кăçалхи çӗнтерӳçӗсем камсем пулнине пӗлӗпӗр.

Хальлӗхе вара грузовиксен хушшинче результатсем çапларах. 8 тапхăрăн пӗтӗмлетӗвӗсемпе «КАМАЗ-мастерăн» икӗ экипажӗ генеральнăй классификацире 1-мӗшпе 2-мӗш вырăнсенче пыраççӗ:

1. Дмитрий Сотников (КАМАЗ) – 35:01:35

2. Эдуард Николаев (КАМАЗ) – +00:26:49

3. Жерар де Рой (Ивеко) – +01:07:43

4. Федерико Виллагра (Ивеко) – +04:09:27

5. Тон Ван Генугтен (Ивеко) – +05:09:35

6. Алес Лопрайс (Татра) – +05:40:11

7. Сергей Вязович (МАЗ) – +06:08:51

8. Терухито Сугавара (Хино) – +08:52:23

9. Александр Василевский (МАЗ) – +09:30:46

10. Ван Ден Хувель (Ивеко) – +11:07:15

11. Янус Ван Кастерен (Рено) – +14:10:32.

Январӗн 7-мӗшӗнче старта тухнă 42 грузовикран ралли вӗçленнӗ çӗрелле тӗрлӗ сăлтавсене пула ăмăртуран нумайăшӗ тухса ӳкнӗ. Шел те, «КАМАЗ-мастерăн» икӗ экипажӗ вӗçне çитичченех ăмăртаймарӗ: Андрей Каргинова куракансенчен пӗрин ури унăн автомобилӗ айне лекнипе дисквалификацилерӗç (Андрей ăна курман пулин те), Айрат Мардеевăн машинăн хăш-пӗр пайӗсем шанчăклă мар пирки ăмăртуран тухма тиврӗ.

Умра чи хӗрӳ, кашни болельщике хумхантаракан тапхăрсем. Хамăрăннисене йышăннă позицисене сыхласа хăварса «Дакар – 2019» подиумӗ çине тăрса Ылтăн Бедуина тивӗçме чӗререн сунатпăр! Турă пулăштăр.(Сăнӳкерчӗк «Камаз-мастер» команда сайтӗнчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дакар