«Дакар – 2019» пуçланчӗ
Раççей чысне кăçал яланхи пекех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлет. Тăватă экипажпа хутшăнаççӗ ентешсем: 500-мӗш – Эдуард Николаев, Евгений Яковлев тата Владимир Рыбаков; 502-мӗш – Айрат Мардеев, Дмитрий Свистунов тата Ахмет Галяутдинов; 514-мӗш – Дмитрий Сотников, Дмитрий Никитин тата Ильнур Мустафин; 518-мӗш – Андрей Каргинов, Андрей Мокеев тата Игорь Леонов.
Ӗнер, январӗн 6-мӗшӗнче, Перу çӗршывӗн тӗп хулинче Лимăра «Дакар – 2019» ралли пуçланчӗ. Кăнтăр Америкăра 11-мӗш, пӗтӗмӗшле илсен 41-мӗш хутчен иртекен ралли-марафон кăçал пӗр çӗршыв территорийӗнче кăна иртет. Чупăвăн маршручӗ хальхинче 70 процент таран хăйăрлă участоксенчен тăрать. Лимăра старт илнӗ хыççăн раллие хутшăнакансен 10 тапхăр витӗр иртмелле. Маршрутăн пӗтӗмӗшле тăршшӗ 5600 километр, çав шутран 3000-шӗ – ятарлă спорт участокӗсем. Январӗн 17-мӗшӗнче ралли-рейд Лимăра вӗçленет.
Раççей чысне кăçал яланхи пекех Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда хӳтӗлет. Тăватă экипажпа хутшăнаççӗ ентешсем: 500-мӗш – Эдуард Николаев, Евгений Яковлев тата Владимир Рыбаков; 502-мӗш – Айрат Мардеев, Дмитрий Свистунов тата Ахмет Галяутдинов; 514-мӗш – Дмитрий Сотников, Дмитрий Никитин тата Ильнур Мустафин; 518-мӗш – Андрей Каргинов, Андрей Мокеев тата Игорь Леонов. «Кăвак Армадăсăр» пуçне çавăн пекех Раççей чысне çăмăл машинăсен зачетӗнче Владимир Васильев, Денис Кротов, Сергей Карякин тата Александр Доросинский, мотоциклсемпе Анастасия Нифонтова тата Дмитрий Агошков хӳтӗлеççӗ.
Сăмах май, кăçал «Дакара» 61 çӗршывран пурӗ 334 спорт экипажӗ хутшăнать: 167 мотоциклпа квадроцикл, 126 внедорожникпа багги тата 41 грузовик.
Раççей спортсменӗсене пурне те ăнăçу сунатпăр!
(Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев