Дмитрий Самаренкин Ульяновск облаçӗнчи чăвашсене саламланă
Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнӗ ятпа ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗ Дмитрий Самаренкин УОЧНКА Канашӗн Председателӗн Владимир Бабайкинăн ячӗпе саламлă çыру ячӗ
Хисеплӗ Владимир Петрович!
Ирӗк парсамăр Сире Ульяновск облаçӗнче Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнӗ ятпа Тутарстанри чăвашсен ятӗнчен саламламашкăн!
Чӗмпӗр тăрăхӗнче пурăнакан чăвашсем наци культурине аталантарас ӗçре кирек хăш вăхăтра та ытти регионсенче пурăнакансемшӗн тӗслӗх пулса тăраççӗ.
Эсир облăçри общество пурнăçне те хастар хутшăнатăр, Чӗмпӗр тăрăхӗнчи халăхсем хушшинчи тăнăçлăхпа килӗшӗве упрама пулăшатăр. Влаç органӗсемпе тачă çыхăнса ӗçлени сире тăван чӗлхепе йăла йӗркесене тата лайăхрах аталантарма пулăшать.
Эсир чăваш алфавитне палăк уçатăр, эсир чăвашла ресторансем уçатăр, музейсем тăватăр, кашни уйăхра уяв ирттеретӗр. Ульяновск облаçӗнчи пултарулăхӗпе тӗлӗнтерекен чăваш фольклор ушкăнӗсем Тутарстанра иртекен Республика Уявӗнче яланах кӗтнӗ хăнасем. Çакă мар-и тухăçлă ӗç кăтартăвӗ?
Пирӗн регионсем хушшинчи туслă хутшăнусем çирӗпленсе пыччӗр! Малашне те сире чăваш чӗлхи ячӗпе пӗрле пулса тăван культурăна ăнăçлăн аталантарма сунатпăр!
Хисеплесе,
Тутарстан Республикин Патшалăх Канашӗн депутачӗ, Тутарстанри Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗ
Дмитрий Самаренкин
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев