Электроэнергие çӗнӗлле шутлӗç
Раççей регионӗсене электроэнерги тарифӗсене хăйсене лартма ирӗк пани çинчен калакан постановлени Право информацийӗн официаллă порталӗнче пур
Çапла майпа субъектсем граждансен тӗрлӗ категорийӗсем валли электричество тарифӗсене тӗрлӗрен тума пултараççӗ. Ку чухне электроэнергине кам мӗн чухлӗ çунтарни – харкамăн потреблени калăпăшӗн кăтартăвӗ пулса тăрӗ. Минималлă, льготăллă тарифран пуçласа пысăккисем таран. Граждансен тӗрлӗ ушкăнӗсем валли тӗрлӗ тарифсем пуласси паллă.
Маларах потреблени калăпăшӗсене кура Крым тата Севастопль территорийӗсенче çеç электроэнергие тивӗçтерессине уйрăм шкалапа шутлама ирӗк панă пулнă. Халӗ çак ирӗк мӗн пур региона сарăлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев