Елизавета Долгова-Пчелован «Айварне» 11 чӗлхепе куçарнă
Чăваш легенди тăрăх Айвар кашкăр çури çинчен çырнă ырă халапа халӗ кӳршӗллӗ регионсенче кăна мар, çӗршывсенче те вулаççӗ. Кӗнеке презентацийӗ çак кунсенче Шупашкарта иртнӗ.
Тӗп сăнар Айвар питӗ хăюллă кашкăр çури. Хăрушă çулçӳреве тухнăскерӗн, хăйӗн килне, çемйине тата çӗрне хӳтӗлеме тивет. Елизавета Долгова-Пчелова (Чăваш Енри Елчӗк тăрăхӗнчи Çӗнӗ Патреккел ялӗнче çуралса ӳснӗ) пӗчӗккисем валли çак халапа малтан вырăсла çырнă, унтан хăйех чăвашла куçарнигне хыпарлать «Вести Чувашия» телекăларăм.
Елизавета Никандровнан çак произведенийӗ ытти регионсемпе çӗршывсенчи ӗçтешӗсене питӗ кăмăла кайнипе ăна вӗсем хăйсем чӗлхисем çине куçарнă. Çапла майпа Айвар кашкăр çурипе пӗрле çулçӳревре халӗ тутар, азербайджан, балкар, пушкăрт, кумык, казах, кăркăс, узбек тата ытти наци ачисем те çӳреме пултараççӗ. (Вести Чувашия телекăларăмран скриншот).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев