Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЕНВД налогне пăрахăçласа ытти налог режимӗсене кӗртесси пирки

«Вмененкăпа» сывпуллашатпăр. Мӗн тумалла?

Усламçăсен пӗрлешӗвне ЕНВД-на пăрахăçласа ытти налог режимӗсене кӗртесси пирки тӗплӗнрех хыпарлас тесе Федераллă налог службин Тутарстан Республикинчи Управленийӗ 2020 çулхи октябрӗн 8-мӗшӗнче 11:00 сехетре информаци вебинарӗ ирттерет.  Унта Управленин представителӗсем бизнес паракан чи анлă сарăлнă ыйтусем çине онлайн меслетпе хуравлӗç.
Вебинар тӳлевсӗр. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Палăртнă темăпа ыйтусене 2020 çулхи октябрӗн 6-мӗшӗччен  g.kayumova.r1600@nalog.ru адреспа яма пулать. Мероприятие хатӗрленнӗ хушăра илнӗ ыйтусем çине вебинарта хурав парӗç.

Вебинара хутшăнас тесен интернетри https://events.webinar.ru/8009181/6299105 ссылкăпа кӗрсе уçăлнă «Буду участвовать» тесе çырни çине пусмалла.

2012 çулхи июнӗн 29-мӗшӗнче йышăннă 97 номерлӗ федераллă закон тăрăх кӗртнӗ ЕНВД налогӗ 2021 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пăрахăçланать.
Аса илтеретпӗр, ЕНВД режимне хушма условисем кӗртнипе 2020 çултан унпа усă куракансен шучӗ чакма пултарать. 2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен таварсене – атă-пушмак, çемçе тиртен тунă изделисене, эмел препарачӗсене – маркировкăласа сутакан организацисемпе уйрăм предпринимательсен ЕНВДпа усă курма юрамасть.
2021 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен илсе пыракан ӗçӗн тӗсне, Раççей Федерацийӗн регионне пăхмасăрах, ЕНВДна пăрахăçласси кашни налог тӳлекене пырса тивет. Ку чухне ЕНВД налогне тӳлекенӗнчен тухас тесе заявлени çырмалла мар, налог служби хăех ЕНВД тӳлекенӗнчен кăларать.

ЕНВДна пăрхăçласан организацисемпе уйрăм предпринимательсем «упрощенка» çине куçма пултараççӗ, усламçăсем тата патентлă налог тӳлес системăна (ПСН) куçма пултараççӗ е хăйне-хăй ӗçпе тивӗçтерекенсен («налог на самозанятых») налогӗ çине куçма пултараççӗ.
Асăннă режимсене усă курсан, организацисемпе уйрăм предпринимательсем ЕНВД тӳленӗ чухнехи налогсенчен: хушма хак налогне (НДС), пурлăх налогне, тата организацисем – тупăш çине хурăнакан налога (налог на прибыль), уйрăм предпринимательсем – харпăр çын тупăшӗн налогне (налог на доходы физических лиц) хăтăлаççӗ.
Енчен те налог тӳлекенсем çулталăк вӗçлениччен çӗнӗ налог режимне хăйсем тӗллӗн суйласа илмеççӗ-тӗк, вӗсене январӗн 1-мӗшӗнчен налог тӳлес пӗрлехи режим çине куçарӗç.  
Федераллă налог службин Тутарстан Республикинчи Управленийӗ налог тӳлекенсене налог тӳлес урăх режима малтанах суйласа илсе йышăну тума сӗнет. Çакăн валли учетра тăракан налог органне пӗлтермелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев