Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Фарид Мухаметшин 45-е çитиччен тутарла калаçманни çинчен пӗлтернӗ

Тутарстанăн Патшалăх Канашӗн Председателӗ тăван чӗлхине парламент ертӳçине ларсан кăна вӗренме тытăннă. Çакăн çинчен вăл «Фарид Мухаметшин. Виражи судьбы» кӗнекен презентацийӗнче каласа панă.

«Эпӗ 45 тултариччен тутарла нимӗн те пӗлместӗмччӗ, «авансем-и», «чипер юлăр», «тавтапуç»сăр пуçне. Мана Верховнăй Канаш председательне суйланă вăхăтра унта çуррине яхăн тутарсемччӗ. Фаузия Байрамова ларăва икӗ патшалăх чӗлхипе ертсе пымалли ыйтăва сасăлава тăратать. Эп шутлатăп, сасăласа тӗрев парсан, пӗтеп тесе. Мӗнле эпӗ, 5-15 сăмах пӗлекенскер, тутар чӗлхипе Верховнăй Канаш ларăвне ертсе пырам, политика полемикине хутшăнма пултарам? Çавăн чухне хама хам тăван чӗлхене вӗренме сăмах патăм. Нимӗн те ăнланмасăр куçкӗски умне тăрса тутар чӗлхипе çырнă кӗнекесене вулаттăм», – тесе каласа панă Мухаметшин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев