Грипран вакцина кӳрсе килнӗ
Иртнӗ юнкун «Татар-информ» информаци агентствинче санитарипе эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ пирки Роспотребнадзорӑн Тутарстанри Управленийӗн ертӳçин çумӗ, ХПМА (КГМА) эпидемиологипе дезинфектологи кафедрин аслӑ преподавателӗ Любовь Авдонина тата ТР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп эпидемиологӗ, ХПМА (КГМА) эпидемиологипе дезинфектологи кафедрин доценчӗ Дмитрий Лопушов каласа пачӗç.
Кăçал сăвăс çыртнипе тухтăрсем патне 8804 çын пулăшу ыйтса пынă. Нумай çул вăтам кăтарту çакăн пек. Лаборатори тӗрӗслевӗсем сăвăссенчен 17 проценчӗ боррелиоз, 0,8 проценчӗ – энцефалит пуçараканни пулнине палăртнă. Пилӗк çын боррелиозпа тата пӗр çын энцефалитпа чирленӗ. Любовь Геннадьевна 2025 çулта территорисене сӑвӑссенчен сапасси республикӑра вӗçленнӗ (2960 гектар) тесе пӗлтерчӗ. Çынсем йышлăн çӳрекен вырăнсене – парксене, скверсене, халăх уявӗсем иртекен вырăнсене сăвăсран имçамланă.
Грипран вакцинаци тăвасси юлашки çулсенче кӗркунне пуçланичченех тытăнать. Кăçал та Дмитрий Лопушов медиксем вакцинацие хатӗрри çинчен каларӗ. Вакцинăн пӗрремӗш партийӗ (200 пине яхăн доза) республикăна çитнӗ те ӗнтӗ. Августра поликлиникăсенче вакцинаци иртме юрать. Малтанах гриппа чирлес хӑрушлӑх ушкӑнӗсене прививка тума чӗнеççӗ: шкул çулне çитмен ачасем; шкул ачисем; студентсем; медицинăпа вӗрентӳ ӗçченӗсем; чӑх-чӗп, сысна комплексӗсен, зоопарк ӗçченӗсем; кайӑк-кӗшӗк, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен çынсем. Тӗпрен илсен вакцинаци сентябрь уйăхӗнче пуçланать.
Кӑçал Тутарстанра грипран 2429285 çынна вакцинаци тума палӑртаççӗ. Ку регионти халӑхӑн 60 проценчӗпе танлашать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев