Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ярмăрккана çитсе курăр

Паян Г.Камал театрӗ умӗнче Тутарстанри хăйсен ӗçӗпе (самозанятый) пурăнакансен «Эпӗ вăл Тутарстан» («Я и есть Татарстан») ярмăркки уçăлчӗ


Паян Г.Камал театрӗ умӗнче Тутарстанри хăйсен ӗçӗпе (самозанятый) пурăнакансен «Эпӗ вăл Тутарстан» («Я и есть Татарстан») ярмăркки уçăлчӗ

 Ăна ТР Экономика министерстви Предпринимательсен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ку мероприятие республикăри хăйсен ӗçне пуçарнисем хутшăнаççӗ.
Хăйӗн продукцине 120 экспонент Хусана кӳрсе килет. Паян пурте килсе çитейменччӗ-ха. Ытларах Хусанти предпринимательсем. Тавар пири каласан — ытларах капăрлăхсем. Тум-юм, апат-çимӗç çукрахчӗ. 

Ярмăрккана кӗнӗ çӗртех пысăк мар сцена вырнаçтарнă. Ертӳçӗ конкурссем ирттерет, шӳтлет, артистсене сцена çине чӗнет.
Ярмăрккана уçнă çӗре РФ Патшалăх Думин пӗчӗк тата вăтам бизнес енӗпе комитечӗн проедседателӗ А.В.Демин, ТР Премьер министрӗн çумӗ М.Р.Шагиахметов тата РФ Патшалăх Думин пӗчӗк тата вăтам бизнес енӗпе комитечӗн председатель çумӗ А.Г.Когогина хутшăнчӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: самозанятые