Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен фондне туса хуни пире тата яваплăрах пулма хистет

Хусан Думин отчет сессине Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов хутшăннă. Республика ертӳçи палăртнă тăрăх, çар служащийӗсемпе вӗсен çемйисене тӗрев парасси паянхи кун тӗп задачăсенчен пӗри пулса тăрать.

Вăл аса илтернӗ тăрăх, çак тӗллевсене пурнăçа кӗртме Раççейре çӗршыв Президенчӗн йышăнăвӗпе ятарлă фонд туса хураççӗ. 
«Фонда туса хуни ӗçӗн çак енӗпе пирӗн яваплăха сирмест. Муниципалитетсем те, субъектсем те, компанисем те çак мӗн пур ыйтăва хутшнмалла. Эпир малтанхи пекех çар служащийӗсен ыйтăвӗсене пысăк тимлӗх уйăрмалла», – тесе палăртнă Рустам Минниханов. Вăл хушса каланă тăрăх, мэри команди, депутатсен корпусӗ, ыр кăмăллă граждансем ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене пысăк тӗрев параççӗ, çавăн пекех çӗнӗ регионсенче пурăнакан çынсене. Гуманитари пулăшăвӗ пуçтарас акцисене Хусанти пиншер пурăнакан, 350 предприяти хутшăннă.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев