Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ятна та ыйтмаççӗ, тӳлемелле те мар

Хăйӗн ВИЧ-статусне пӗлес текенсене Хусанта мобильлӗ бригада пулăшать

 
Хăйӗн ВИЧ-статусне пӗлес текенсене Хусанта мобильлӗ бригада пулăшать

Çак меслет йăлана кӗнӗ темелле. «Васкавлă пулăшу» евӗр машинăна «Çӗнтерӳ валли тест» тесе çырса илемлетнӗскере «Кольцо» чарăнура курма пулать, е Горький ячӗллӗ культурăпа кану паркӗнче. Паян акă шăп паркраччӗ. 

Аноним мелӗпе тӗрӗслев ирттерме йыхăрса тăракан çын умӗнчен кулса иртсе каякансем те пур, чӗннӗ çӗрепырса тӗрӗслев иртекенсем те çук мар. Тӗслӗхрен, паркра 10 — 13 çулсенчи ачисемпе уçăлса çӳрекен вăтам çулсенчи хӗрарăм пырса тӗрӗслев иртрӗ. Нумай та вăхăт иртмерӗ, 5 минутранах результатне пӗлтерчӗç — сывă. Медицина ӗçченӗсем çакăн пек тӗрӗслев иртекенсене явалă, çирӗп кăмăллă тес шутлаççӗ. Мӗншӗн тесен çын хăйӗн сывлăхӗшӗн хăй яваплă тени чи малтанах тӗрӗслевсем, профилактика вăхăтра иртмеллине пӗлтерет. СПИД чирӗпе пит çăмăлттай пурнăçпа пурăнакансем, наркомансем çеç чирлеççӗ тени тӗрӗс мар пулнине пурнăç пӗрре мар çирӗплетнӗ. Сурана чирлӗ çын юнӗ лексен те 

Вăтамран 20-30 çын тӗрӗслев иртнине каласапачӗç пире медицина ӗçченӗсем. Анчах к машина хăш тӗлте чарăннипе те çыхăннă иккен. Ыран. Июнӗн 29-мӗшӗнче Зур Урамра Çамрăксен кунне уявлать хула. Унта мобильлӗ тӗрӗслев машини те пулать. «Пӗлтӗр черет тăрса тӗрӗсленчӗç», — каласа параççӗ ӗçченсем. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество