Юмах çемьене чăмăртать
Хусанта çемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тӗллевпе икӗ концерт иртет
Август уйӑхӗнче «Идиллия Арт» Çамрӑксен пултарулӑх центрӗ хатӗрленӗ «Кашни нотӑра юмах: искусствăн çемье каçӗсем» фестиваль иртет. Фестиваль «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклӑхӗсем тата культура инфраструктури» федераци проекчӗн витӗмӗпе иртет. Ăна йӗркеленӗ çӗрте «Раççей культура фончӗ» Пӗтӗм Раççей обществăлла патшалăх оранизацийӗ (ООГО) панӑ грантпа усӑ кураççӗ.
Мероприятин тӗп тӗллевӗ çемье хаклӑхӗсене упраса хӑварассипе çыхăннă. Фестиваль программи музыкӑна, хӑйӑр анимацине тата илемлӗ сӑмаха пӗрлештерекен икӗ хӑйнеевӗрлӗ концертран тăрать. Куракансем ачаран юратнӑ юмахсенчи сăнарсемпе тӗл пулаççӗ: Г.Тукайӑн «Водяная», «Шурале», П.Бажовӑн «Серебряное копытце» тата С.Козловӑн «Ежик в тумане». Юмахсене сцена çинчен илемлӗ сӑмах ӑсти, опера юрӑçи Асия Мустафина тата хӑйӑр анимацийӗн ăсти Ляля Явкина кăтартӗç. Ильназ Дудкин ертсе пыракан çамрăк коллектив «Идиллиум» оркестр музыкăпа илемлетӗ. Концертра пурте пӗлекен, юратакан классика произведенийӗсене итлесе савăнӗç куракансем. «Эпир хамăр центрӑн çемье хаклӑхӗсене упраса хӑварма чӗнекен çӗнӗ проекчӗпе паллаштарма хавас», – каласа парать фестивалӗн тӗп йӗркелӳçи «Идиллия Арт» АНО Президенчӗ Аделия Зарифуллина.
Вăл проекта пурнăçлама пулăшакансене – Парксемпе скверсен дирекцине, А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрне – пулăшнăшăн тав турӗ. Çавăн пекех информаци партнерӗсене – Хусан хулин Культура управленине, ТР Патшалӑх Канашӗ çумӗнчи Çамрӑксен парламентне, «Татар-информ» Информаци агентствине, «Продетки.ру» портала тав турӗ.
Августăн 16-мӗшӗнче А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче фестивалӗн пӗрремӗш концерчӗ 19.00 сехетре пулать. Августăн 22-мӗшӗнче 19.30 сехетре «Елмай» ача-пăча паркӗнче иккӗмӗш концерт иртет. Тӳлевсӗрех курма пулать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
«Татар-информ» ИА сӑнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев