Ют çыннăн карттипе усă курнине банк, йӗрке хуралӗ тӳрех пӗлессе, уголовнăй явап тыттарасса шутламан вăл.
Хусанта пурăнакан арçын кăçал январӗн 31-мӗшӗнче тротуар çинче банк карттине тупнă. Хуçине е банка тавăрса парас вырăнне лавккана кайса унпа 4 пин тенкӗлӗх тавар илнӗ. Ют çыннăн карттипе усă курнине банк, йӗрке хуралӗ тӳрех пӗлессе, куншăн уголовнăй явап тыттарасса шутламан вăл. Çак кунсенче суд ун енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçне пăхса тухнă май айăплине çирӗплетсе 100 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме приговор йышăннă, тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Нет комментариев