Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КĂÇАЛХИ ВӖРЕНӲ ÇУЛӖН ÇӖНӖЛӖХӖСЕМ

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен программăна «Тутарстан Республикин патшалăх чӗлхи – тутар чӗлхи» предмет кӗрет

Вӗрентекенсен çулленхи августри канашлăвӗ хальхинче Ешӗлвар хулинче, Ломоносов ячӗллӗ нумай профильлӗ 18№ лицейре иртрӗ. Унта ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР вӗрентӳпе наука  министрӗ Ильсур Хадиуллин, муниципаллă районсен представителӗсем, педагогсем хутшăнчӗç. 

 

Анлă канашлура тăван чӗлхесене вӗрентессине, педагог кадрӗсене хатӗрлессине, ачасене патриотизмла воспитани парассине, тăлăхсен проблемисене тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗç. 

Пленарлă ларăва пуçличчен ТР Президенчӗ Рустам Минниханов «Шкула пуçтарăнма пулăш» акцие хутшăнса 1-мӗш класа каякан 20 ачана кирлӗ хатӗрсемпе портфельсем парнелерӗ, унтан пӗрлехи патшалăх экзаменне 200 баллăх панисемпе тӗл пулчӗ. «Вӗсенчен çурри Мускав­па Санкт-Петербургри аслă шкулсене вӗренме кӗнӗ. Шел, хамăрăн университетсене суйламан, çавăнпа пирӗн тӗп задача – вӗсене каялла таврăнма илӗртесси», – терӗ Рус­там Нургалиевич. 

Пленарлă ларура республика ертӳçи нацпроектсене пурнăçласа тăватă çул хушшинче вӗрентӳ сферин инфраструктурине лайăхлатма 40 миллиард тенкӗ уйăрнине палăртрӗ. Çав шутран 10,5 миллиард тенки – Тутарстан бюджетӗнчен. 

Тӗп задачăсен шутне Президент ачасемпе, çул çитменнисемпе ӗçлессине кӗртрӗ. Ун шучӗпе, чи кирли – çитӗнекен ăрура патриотизмла туйăмсене вăратасси. Ку ӗçе ашшӗ-амăшсене явăçтарма  сӗнчӗ вăл. Паллах, тӗп ӗç класс ертӳçи çине тиенет. Çак тӗллевпе РФ Çутӗç министерстви «Кирли çинчен калаçасси» («Разговор о важном») проект пуçарнă. Класс ертӳçисем паянхи кунри актуаллă ыйтусене вӗренекенсемпе сӳтсе явӗç. Республика ертӳçи пуринчен ытла закона пăсма хăтланакан çул çитменнисене, хăйсене япăх тыткалакансене  тимлӗхе илме каларӗ. 

Тăлăхсем çинче чарăнса Президент вӗсенчен 1117-шӗ кăна пурăнмалли вырăнне упраса хăварнипе кăмăлсăрланнине пытармарӗ. Çавăнпа район пуçлăхӗсене тăлăх ачасене хваттер парассине çирӗп контроле илме хушрӗ те, çав шутра тăлăх ачасем ÇКХ услугисемшӗн вăхăтлă тӳлессине те. Вӗсен парăмӗ паяна 51 миллион тенкӗпе танлашнă. Респуб­лика ертӳçин шучӗпе, тăлăхсене ӗçе вырнаçма пулăшмалла. Сăмах май, Тутарстанра паяна 9,5 пин тăлăх шутланать, вӗсенчен 8,5 пинӗ усрав çемьесенче ӳсеççӗ. 

Юлашкинчен Президент студентсене вӗренме илессипе юлса пыракан колледжсемпе техникумсем çинче чарăнчӗ. Республикăра профессилле вăтам пӗлӳ паракан учрежденисем çителӗклӗ пулин те экономикăн нумай облаçӗнче специалистсем çитменни начар кăтарту. Юлса пыраканнисен шутӗнче Актанышри технологи техникумӗ, Лениногорскри политех колледжӗ, Пăвари ветеринари техникумӗ, Мензелери педагогика колледжӗ, Нурлат­ри аграри техникумӗ. Респуб­лика ертӳçи вӗренме илессин цифрисене палăртнă чух демографи лару-тăрăвне шута илме, ӗç паракансемпе çыхăну тытма хушрӗ. «Организацие реорганизацилеме, пӗчӗклетме е хупма тăрсан кайран йӗрсе çӳремелле ан пултăр», – асăрхаттарчӗ Рустам Нургалиевич. 

ТР вӗрентӳпе наука министрӗ сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа вӗрентӳ сферине çӗршыв шайӗн­че кӗрекен çӗнӗлӗхсем çинче чарăнчӗ. Тӗп вырăнта – çӗршыв патриотне тата гражданне ӳстересси. Çӗнӗлӗхсен шутӗнче – çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче çӗршыв ялавне çӗклесси, патшалăх гимнӗсене итлесси тата Раççейӗн патшалăх символӗсемпе çыхăннă уроксем. Ильсур Хадиуллин палăртнă тăрăх, ку тӳреммӗнех педагогсен коллективӗсене, вӗрентекенсене хатӗрлессине, уроксен темине палăртассине, линейкăсем ирттерессине пырса тивет. Тепӗр çӗнӗлӗх: сентябрӗн 1-мӗшӗнчен программăна «Тутарстан Республикин патшалăх чӗлхи – тутар чӗлхи» предмет кӗрет. Ăна вӗрентесси федераллă реестра кӗнӗ ӗç программипе пурнăçланса пырӗ. Унсăр пуçне, ТР Наукăсен академийӗпе пӗрле тутар чӗлхине вӗрентессипе çӗнӗ учебниксемпе меслетлӗх пособисене кăларассипе пуçарнă ӗç малаллах тăсăлӗ. 

Ку вӗренӳ çулӗнче респуб­ликăри кашни шкула Wi-Fi çыхăнăвӗпе тата видеосăнав­па тивӗçтерме палăртнă. Ильсур Хадиуллин палăртнă тăрăх, вӗрентӳ сферине информаци технологийӗсене кӗртессипе Тутарстан Раççей регионӗсен хушшинче лидер пулса тăрать. Цифровизаци çулталăкӗнче республика вӗрентӳ организацийӗсен ИТ-инфраструктурине йӗркелессипе çыхăннă федераллă программăна кӗнӗ. Çакă пулăшать те ӗнтӗ шкулсене çӳлерех асăннă ӗçсене пурнăçлама. Вӗрентекенсене кăçал 12 пин ноутбук панишӗн Президента тав туса çак проекта малалла тăсма май çук-ши тесе ыйтнă. 

Юлашкинчен министр «Тутарстан Республикин электронлă вӗрентӗвӗ» платформăна çӗнетесси çинчен каларӗ. «Ку вӗрентекенсен ӗçне палăрмалла çăмăллатма, вӗрентӳ сис­теминчи цифра управленийӗ валли эффективлă инструмент хатӗрлеме май парать. Сис­темăна çӗнетме кирлӗ техника заданине хатӗрлесе çитернӗ. Эпир Раççейӗн «Манăн шкул» информаци системине «Тутарстан Республикин электронлă вӗрентӗвӗ» порталпа çыхăнтарасси те кӗрет пирӗн ӗç планне», – тенӗ министр.  

 

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк mon.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев