Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кам-ха вăл ачаш ача?

Хӗлле валли çуллах хатӗрленме хушнă ваттисем. Марина Карягинан çӗнӗ кӗнеки шăп çапла пулса тухрӗ те. Хуплашки çине пăхăр-ха: хӗллехи илемлӗ куна сăнласа панă ӳнерçӗ. Ăна курсан тӳрех çунашкапа ярăнма каяс килет, çапла мар-и? Кăларăм çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Наталия Андреева.

Кӗнеке ал çырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2023 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Сăвăсен пуххине ача-пăча, чӗрчунсен пурнăçне, кăмăл-туйăмне уçса-ӳкерсе паракан сăвăсем кӗнӗ:
– Мӗншӗн кутăн çак ача? –
Шухăшлать пӗр качака. –
Лачакара ашасшăн –
Аран чарать аслашшӗ.
 
Ача кăштах кӳренчӗ:
– Лачака мар, кӳлленчӗк!
Шыври хитре ӳкерчӗк
Илӗртрӗ те ӳкерчӗ...
(«Ачапа качака».)

Кӗнекене автор икӗ пая пайланă, пӗрремӗшне тӗрлӗ сасса тӗрӗс калама хăнăхмалли хайлавсем кӗнӗ. «Шăши» сăвăра, сăмахран, поэт ачасене «ш» сасса тӗрӗс калама хăнăхтарать:
Шăхăрать такам: ши-ши!
Çил ачи-ши,
Тен, шăши
Ашкăнса çӳрет мар-ши?..

Иккӗмӗш пайӗнче вара кӗçӗн классенче вӗренекенсем валли çырнă хайлавсем вырăн тупнă. Марина Федоровна сăввисем ансат, астуса юлма та çăмăл. Тата çакна та палăртса хăвармаллах: Марина Федоровна – палиндромсен ăсти. Палиндром вăл – ик енчен те пӗр пек вуланакан сăвă. Вӗсем те пур çак кӗнекере. Кӗнеке ятне малтан та, вӗçӗнчен те вуласа пăхăр-ха. Е «Кӗске калаçу» сăвва малтан пуçламăшӗнчен, унтан каялла вулăр:
– Анук, савас хавас куна!
– савас! –
тет
Анна.
Кам-ха вăл ачаш ача? Унпа вара эсир кӗнекене алла тытсан паллашма пултаратăр. Наталия Андреевăн ӳкерчӗкӗсем хайлавсене илем кӳреççӗ, сăнарсене астуса юлма пулăшаççӗ.
 
Дарья МОРОЗОВА.
Чăваш кӗнеке издательствин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели