Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КАМАЗ-мастер» «Каган ылтăнӗ» раллире 1-мӗш тата 2-мӗш вырăнсене йышăннă

Ӗнер, апрелӗн 23-мӗшӗнче, Астрахань облаçӗнче апрелӗн 19-мӗшӗнчен пуçласа иртнӗ «Каган ылтăнӗ» ралли вӗçленчӗ. Аса илтеретпӗр, Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда унта пилӗк экипажпа хутшăнчӗ.

Ку ăмăрту Раççей чемпионачӗн иккӗмӗш тапхăрӗ шутланать. Спортсменсен тăватă кун хушшинче пурӗ 800 ытла километр хыçа хăварма тиврӗ. Ытти ăмăртусенчи пек пин-пин километр машина хăвалама тивмерӗ пулин те, çăмăл пулмарӗ опытлă спортсменсене. Хăйсем темле йывăрлăха та çӗнтерме хăнăхнă-ха вӗсем, теме те чăтаççӗ. Анчах техника хăш чухне чăтаймасть иккен. Ку ăмăртура Çырчалли спортсменӗсем те автомобильсен вăл е ку пайӗсем ваннăран юсама чарăнса хаклă вăхăта çухатнă, çавăнпа пурте лайăх результат кăтартайман. 


Çапах та «КАМАЗ-мастерăн» икӗ экипажӗ «Каган ылтăнӗн» çӗнтерӳçисен шутӗнче. Д. Сотников — 1-мӗш, Б. Каримов — 2-мӗш вырăна тивӗçнӗ. 3-мӗш вырăнта «Урал Мотоспорт» командăн Ю. Найман ертсе пыракан экипажӗ. Ентешсене черетлӗ çӗнтерӳпе саламлатпăр!

 

Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт