«КАМАЗ-мастер» команда Астраханьте иртекен «Золото Кагана» бахăна хутшăнать
Паян, апрелӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа 28-мӗшӗччен Астрахань облаçӗнче «Золото Кагана» бахăн юбилейлă – 15-мӗш – ăмăртăвӗ иртет.

Вăл ралли-рейдсен енӗпе Раççей чемпионачӗн 1-мӗш тапхăрӗ шутланать. Ăмăртăва ирттерекенсем ăна ку хутӗнче Астраханьти тапхăра йӗркелесе яракансенчен пӗрне – Владимир Королева халалланă.
Ăмăртăва чаплăн ыран, апрелӗн 25-мӗшӗнче, Атăл юханшывӗн Астрахань хулинчи Петровская çыранӗн хӗрринче, Петровский фонтана хирӗç уçаççӗ. Паян вара бахăна хутшăнакансем хăйсен техникине тест урлă иртсе тӗрӗслӗç, ăмăрту вырăнӗсемпе паллашӗç, ăмăртма хатӗрленӗç.
Виçӗ участокран тăракан маршрутăн пӗтӗмӗшле вăрăмăшӗ 1140, ятарлă участоксен 780 километрпа танлашать.
Ăмăртăва пирӗн ентешсем – Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда та хутшăнать. Вӗсем унта çичӗ экипажпа кайнă.
Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастерăн» ВКри ушкăнӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев