Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

– Эп паян çӗнӗ супермаркета кӗрсе куртăм, – тет Яка Кулине. – Мӗнле вара? – тӗпчет Чипер Марине. – Зоопаркри пек: хаксем сикеççӗ, çыртаççӗ...

*  *  *

Арçынсене сӗнӳ. Интернет урлă хӗрпе паллашнă чух пике сире хăй 20 çулта тесе калать пулсан унран ыйтма ан манăр: çуралнăранпа 20 çулта е тивӗçле канăва тухиччен 20 çул юлнă...

*  *  *

Чăнкă Мирун арăмне:

– Чунăмçăм, эп паян каçпа юлташа хăнана чӗнтӗм. 

Арăмӗ:

– Чӗнтӗм?! Пăхăр-ха эсир ăна – чӗннӗ вăл! Ача чирлет, манăн япала çумалли пуçтарăннă, килте ним те çимелли çук, хваттерте тирпейлемен – вăл юлташне хăнана чӗннӗ!

– Ара. Вăл манăн чи лайăх юлташ, çавăнпа та ман ăна çăлас килет. 

– Çăлас? Мӗнрен?

– Юлашки вăхăтра авланасси пирки час-час калаçма пуçларӗ...

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анекдоты