Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Чи нумай укçа камăн? Тӗрӗс, кинемисен. Шулӗксем çакна пӗрре мар çирӗплетнӗ.

Пурнăç тӗлӗнмелле пулăм. Малтан садике кайма ирех тăрас килмест, унтан – шкула, университета, ӗçе. Кайран вара – бац! Ирхине 6-ри автобуса ӗлкӗресси ним те мар – хулан тепӗр вӗçӗнчи пасарта çӗрулми йӳнӗрех теççӗ.

*  *  *

Манăн гардероб кашни хӗрарăмăнни пекех: тăхăнмалли ним те çук, çакма вырăн çук, пăрахма шел... Тата манăн шкафра «çӳхелсен тăхăнмаллисем» текен уйрăм пур...

*  *  *

– Ӗнер 15 минут çул урлă каçаймасăр аптрасах çитрӗм. Зебра урлă! – каласа парать Чипер Марине тантăшне. – Унтан пӗлетӗн-и мӗн турăм?

– Мӗн вара?

– Алла çул айккинче выртакан пы-ысăк кирпӗче илтӗм те çывхаракан машинăсем çине пăхса йăл култăм та каçрăм. Пӗлетӗн-и, пурте чарăнчӗç, çав шутра мигалкăпа пыракан гаишниксем те. Пӗтӗмлетӳ: частарах йăл кулăр – çынсем эсир кулнă чух ырăрах.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анектоды