Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

– Вăт эсрел! – сасартăк кăшкăрать арăмӗ тӗпелтен. Вӗçкӗн Ваççа кушакне: – Мӗнле шутлатăн, эс сӗтел çинчи кăлпассие çисе янине курчӗ-ши е эпӗ пушатнă кӗленчене асăрхарӗ?..

Пӗрисем Çӗр çаврака тесе шутлаççӗ. Теприсем вăл тӳрем пулнине ӗненеççӗ. Травмпунктра кăна тӗрӗссине пӗлеççӗ: Çӗр – йăкăр-якăр!
×××
– Марине аппа, сирӗн патра вăхăтлăха хамăн теттесене хăварма юрать-и? – ыйтать пӗчӗк Петюк кӳршӗ хӗрарăмӗнчен.
– Мӗн пулчӗ тата, ачам?
– Ара, паян ача çуратмалли çуртран шăллăма илсе килеççӗ. Темле ача-ха, пӗлме çук вӗт...
×××
– «Пӗр сехетлӗх упăшка» чӗнтернӗччӗ-и?
– Ара, шкула ашшӗ-амăш пухăвне кайса килӗр-ха.
×××
– Çӗнӗ çуртра хваттер туянтăм, – тет Чăнкă Мирун. – Хаклă мар. Анчах та сасă илтӗнес енчен вара... кӳршӗ телефонпа калаçнине те аван илтетӗп.
– Э-э-э, сана ăннă-ха, – тет Вӗçкӗн Ваççа. – Эпӗ вăт кӳршӗпе телефонпа калаçаканне те илтетӗп...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: анектоды