Кăштах кулăш
– Кулине, хытăрах хăвала-ха ӗнтӗ машинуна, мӗн аран-аран пыратăн? Кая юлатпăр вӗт капла, – тет хыçалта ларса пыракан упăшки лăпкăн. – Çук, пултараймастăп. – Мӗн пулчӗ тата? – Мала лар та кăшкăр ман çине! Эп автошкулта вӗрентнӗ пек хăнăхнă...
Чипер Марине хаклă япаласем сутакан лавккана кӗнӗ.
– Ырă кун пултăр! Ирӗк парсамăр сире пирӗн лавккари çӗнӗ коллекципе паллаштарма! – тесе кӗтсе илет ăна сутуçă-пике. Унтан сасартăк Марине çине тимлӗн пăхать те: – Каçарăр та, сирӗн укçăр пур-и вара? – тесе ыйтать.
– Çук, – хуравлать Марине.
– Апла мӗн туса çӳретӗн пирӗн лавккара, пасара кай!..
– Манăн – карточка.
– Ой, хапăл туса кӗтетпӗр сире хамăр лавккара!..
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев