Кăштах кулăш
Арăмӗ упăшкине вăрçать: – Кӳршӗ ав, мӗнле ӗçе тытăнсан та тӗплӗн тăвать. Санăн вара ялан унтан-кунтан. – Наян вӗт вăл, тепре пăсса тума ӳркеннипе кăна тӗплӗн тăвать.
Генерал кӗпер çинче лӳпперрӗн утса пырать, йӗри‑тавра кахаллăн сăнать. Пулать вӗт çакăн пек чух – ăна хирӗç салтак утса килет. Салтак самоволкăра, генерала курмăш пулса иртсе каясшăн.
Генерал:
– Иванов! Эс мӗн хăтланан?! Мӗншӗн чыс памастăн мана?!
Салтак:
– Уставăн 147‑мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн, кӗпер çинче чыс памаççӗ, генерал юлташ!
Генерал çухалса каять, хирӗç нимӗн те калаймасть. Килне таврăнсан устава уçса вулать. Вулать те тӗлӗнсе каять: «147-мӗш пункт. Салтакăн хуть мӗнле лару-тăрура та харсăр пулмалла тата темӗн те шутласа кăларма пӗлмелле».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев